Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.9 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ЧӲК
07

Хӑҫан хӗл ларӗ?
 Софья Савнеш | 07.11.2025 10:25 |

Ҫутҫанталӑк
avtokoreec22.ru сайтри сӑн
avtokoreec22.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ку шӑматкун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Вырсарникун пӗлӗтсем сирӗлме пултарӗҫ.

Тунтикун сивӗ фрончӗ килӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче хӗвел ытларах савӑнтарӗ: ытларикун тата юнкун. Чӳкӗн 11-13-мӗшӗсенче Арктика сывлӑшӗ хуҫаланӗ, ҫавна май ҫӗрлесерен 5 градус таран шӑнтӗ, кӑнтӑрла 0-рен кӑшт кӑна ытларах пулӗ.

Кӗҫнерникун йӗпе юр е пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун вара 5-10 градус таран ӑшӑтӗ те ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сахалтан та чӳкӗн 17-мӗшӗччен хӗл лармӗ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» халӑх сасӑлавӗ пырать. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар унта 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, малта пыракан Нальчикран 54,2 пин сасӑ каярах пынӑ.

Унтанпа лару-тӑру вӑйлах улшӑннӑ. Халӗ Шупашкар танлаштарӑмра – 2-мӗш вырӑнта, Нальчикран 11,3 пин сасӑ кая юлса пырать. Тӗп хуламӑр кашни сехетре сасӑсем самай пухса пырать.

Шупашкара ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав ҫулталӑк вӗҫлениччен пырать. Тӑван хуламӑршӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама май пур: https://город-россии.рф/.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен Мускавра халӑхсен хушшинчи «Раҫҫей тата СНГ халӑхӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта «Хитре» этнобренд та хутшӑннӑ.

Вӗсем хӑйсен тумӗсене кӑтартнӑ, пирӗн халӑхӑн культура еткерлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фестиваль программинче ӗҫлӗ мероприятисем те пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461322
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӗҫех ТНТ каналпа чӑваш каччи ӳкерӗннӗ сериала кӑтартӗҫ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин ҫӗнӗ кинопроекта хутшӑнать.

Хальхинче вӑл «Тля» сериалта ӳкерӗнӗ. Сериал режиссерӗсем – Сэм Литовчин тата Артем Гончаров.

Тӗп рольсене Владимир Тяптушкинсӑр пуҫне Дмитрий Журавлев, Анна Хилькевич, Борис Хвошнянский, Андрей Пынзару вылӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15452
 

Пӑтӑрмахсем
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Кӑҫал юпа уйӑхӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнче хӗрача виллине тупнӑ. Тӑванӗ кун хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗн Александр Бастрыкинӑн «Контактри» страницине ҫырнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрачаран тантӑшӗсем кулнӑ. Хальхилле каласан – буллинг.

Чӑваш Енре кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. Александр Бастрыкин Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫине Александр Полтинина ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине пӗлтерсе тӑма, ӗҫе тишкерсе пӗтерсен пӗтӗмлетӳпе паллаштарма хушнӑ.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫултан коммуналлӑ тӑкаксемшӗн хак палӑрмаллах ӳсет. Шупашкарти депутатсем ҫакна ырласа йышӑннӑ.

Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем черетлӗ мар сессире ЧР Элтеперӗн «коммуналка» хакӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. 24 депутат ҫакна ырланӑ, 9-шӗ хирӗҫ пулнӑ.

Ҫапла майпа 2026 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен Шупашкарта пурӑнакансен пӗтӗмӗшле хак 31,9 процент ӳсӗ. Ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлев чи нумай ӳсӗ: 52,73 тенкӗрен 139,6 тенке ҫитӗ. Харпӑр ҫуртра пурӑнакансен хальхи пек 73,16 тенкӗ мар, 156,4 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Сивӗ шыв та хакланӗ: 35,42 тенкӗрен 46,38 тенке ҫитӗ.

Ку хисепсем хыҫҫӑн газ питех хакланмӗ теме пулать: 8,16 тенкӗ мар, 9,09 тенкӗ пулӗ. Электроэнергишӗн 5,6 тенкӗ тӳлемелле пулӗ (халӗ 4,96 тенкӗ).

 

Хулара
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра подъезда кӗмелли вырӑнта стена йӑтӑнса аннӑ.

Рабочисем юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, стена ҫурт халӗ те анса (усадка) пынӑран йӑтӑннӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртра – 12 подъезд, 652 хваттер. Хальлӗхе ытти подъезд йӗркеллех.

Ку ҫурта малтан «Ютон» компани тунӑ. Вӑл панкрута тухсан ӑна «СМУ-58» туса пӗтернӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш ялӗнчи храм настоятельне Максим Курленкӑна кӗҫех телевизорпа курӑпӑр. Вӑл «Раҫҫей 1» телеканалпа пыракан, Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Максим Курленко ытти священникпе пӗрле юрӑ-кӗвӗ номерне хутшӑннӑ. Хальлӗхе Максим атте кӑларӑм хӑҫан эфира тухассине пӗлтермен-ха. Мӗнех, кӑларӑм эфира тухасса кӗтӗпӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24878
 

Вӗренӳ

Юпан 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти 65-мӗш шкулта ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр ҫитерни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Сӑнӳкерчӗке пӗр ачан амӑшӗ ӳкерсе уҫлӑха вырнаҫтарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тӗрӗслев ирттернӗ. Шкул администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун шкул апатланмӑшӗнче ҫӑкӑра тӗрӗсленӗ, пурте юпан 23 тата 24-мӗшӗнче пӗҫернӗскерсем пулнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ камерӑсене пӑхса тухнӑ та ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑвакарнӑ ҫӑкӑра ачан амӑшӗ апатланмӑша хӑйех илсе кӗнӗ. Ҫакна кам тунине хальлӗхе палӑртайман-мӗн.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Раҫҫейре Пысӑк этнографи диктантне ҫырнӑ. Мускавра ҫак акцие хутшӑнакансен йышӗнче пирӗн ентеш, Куславккара ҫуралса ӳснӗ Ксения Гришина, пулнӑ.

Вӑл чӑваш тумне тӑхӑнса килнӗ, Пӗрремӗш канала пӗчӗк интервью та панӑ. Ксения ҫамрӑксен хӑйсен культурине пӗлмеллине, ӑна упрамаллине, унпа махтанмаллине палӑртнӑ.

Ксения унччен Хусанта вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Мускава пурӑнма куҫнӑ. 2023 ҫулта вӑл Мускаври педагогика университечӗн Мисӗ те пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра хӗр ГИТИСра тата Мускаври педагогика университетӗнче вӗренет.

.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24852
 

Страницӑсем: 1 ... 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, [160], 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, ... 4184
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
108
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
81
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
68
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
61
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...