Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Муниципалитет хыснине те йӗркелет, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курма та вӗрентет», — ҫакӑн пек ырласа ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче. Кунта сӑмах Рената Ананьева пирки пырать.
Рената Ананьева Муркаш тӑрӑхӗн администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Профессири вӑрӑм кун-ҫулне вӑл совхозри тӗп бухгалтертан пуҫланӑ. Халӗ 35 ҫул ӗнтӗ Рената Иосифовна — финанс енӗпе пысӑк специалист.
Вӑл ертсе пыракан ушкӑн «Лучшее муниципальное образование России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайах муниципалитет пӗрлешӗвӗ) конкурсра темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.
Рената Иосифовна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ Чувашской Республики» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
