Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: бухгалтерсем

Персона
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Муниципалитет хыснине те йӗркелет, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курма та вӗрентет», — ҫакӑн пек ырласа ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче. Кунта сӑмах Рената Ананьева пирки пырать.

Рената Ананьева Муркаш тӑрӑхӗн администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Профессири вӑрӑм кун-ҫулне вӑл совхозри тӗп бухгалтертан пуҫланӑ. Халӗ 35 ҫул ӗнтӗ Рената Иосифовна — финанс енӗпе пысӑк специалист.

Вӑл ертсе пыракан ушкӑн «Лучшее муниципальное образование России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ) конкурсра темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.

Рената Иосифовна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм-бухгалтер ултавҫӑсен капкӑнне лекнӗ.

Кассирта ӗҫлекенскер патне мессенджерсенчен пӗринче такамсем шӑнкӑравласа смсри кода ыйтнӑ, ку вӑл энергосбыт компанийӗпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ.

Кӑштахран ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс мониторингӗн специалисчӗ тесе паллаштарнӑ, маларах хӗрарӑм ултавҫӑсемпе калаҫнӑ, халӗ ун ячӗпе вӗсем кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Укҫана упраса хӑварас тесен хӑрушсӑр счет ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ. Миллион ҫурӑ ытла тенке такамсене куҫарса панӑ хыҫҫӑн тин хӗрарам хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.

 

Персона
Ӗҫ министерствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ӗҫ министерствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрнери тӳрӗ-шара Валентина Максимова ӗҫ ветеранне юбилейпа саламланӑ.

Валентина Васильевна 1934 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Кил-йышра 6 ача пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсем Валентинӑшӑн йывӑр килнӗ. Ашшӗ, пиччӗшӗпе аппӑшӗ фронта тухса кайнӑ, кӗҫӗннисен нумай ӗҫлеме тивнӗ. Вӑрҫӑран ашшӗпе аппӑшӗ ҫеҫ таврӑннӑ.

Валентина Васильевна Етӗрнери вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти планпа экономика техникумне вӗренме кӗнӗ. Етӗрнери АТПра бухгалтерта тӑрӑшнӑ, пенсие тухас умӗн склад заведующийӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-187003262_11321
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 27

1929
97
Муллин Гамильтон Александрович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Павлов Анатолий Николаевич, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Шарапова Ольга Викторовна, политика ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1990
36
«Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ.
1993
33
«Илем» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та