Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи пӗр шкул директорӗ хӑйне пӑхӑнакансене пӗр алӑпа преми панӑ та тепринпе туртса илнӗ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ҫу уйӑхеччен хӗрарӑм ӗҫченсенчен пӗрне преми (хавхалантармалли тӳлев) панӑ та унӑн пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ. Ҫав вӑхӑтра пурӗ 130-а яхӑн пин тенке ҫапла майпа хӑйне илнӗ. Укҫапа директор хӑй усӑ курнӑ. Шкул директорне РФ Пуҫиле кодексӗн 159 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Хӗрарӑм укҫана саплаштарнӑ. Суд ӑна 80 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алексей Гурьянов тата Виктория Вышинская. Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ «Хыпар» издательство ҫуртне ҫӗнӗ редактор ертсе пыма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: яваплӑ ҫак должноҫа Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторне Виктория Вышинскаяна шанса панӑ. Ӗнер коллектива ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарма республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Гурьянов пынӑ. Виктория Вышинская журналистикӑри кун-ҫулне «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентӗнчен пуҫланӑ. 2017 ҫултанпа вӑл «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Виктория Вышинская нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан республика ертӳҫи «Хыпар» издательство ҫуртне пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Ҫав шутра — Пичет ҫуртне юсама та. Олег Николаев пулӑшма шантарнине министрӑн ҫумӗ Алексей Гурьянов та ҫирӗплетнӗ. Республикӑра медиацентр йӗркелеме йышӑнни ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмран пӗри иккен. Унӑн центрӗ «Хыпар» пулса тӑрӗ. Медицентрпа чи малтанах Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче саранча пур. Асӑннӑ хурт-кӑпшанкӑн тӗсӗсенчен пӗри, Итали прусӗ, ял хуҫалӑх культурисене тапӑннӑ. Сӑтӑрҫӑна Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тупса палӑртнӑ. Ку сӑтӑрҫӑ кирек епле ял хуҫалӑх культурине те тапӑнать, хӑвӑрт ҫисе ярать иккен. Ҫавна май специалистсем Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене тӗрӗслеме хушнӑ, лаптӑксене им-ҫам сапмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх тетелӗнчи сӑӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Елена Аксупи ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнеки тухнӑ. «Пилеш куҫҫулӗ» ятлӑскере пурӗ вун тӑватӑ калав кӗнӗ. «Автор кашни сӑнар валли йывӑр тӗрӗслев хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та кӑларӑмри сюжетсем асра юлаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ», — пӗлтернӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче. Елена Аксупи (Елена Геннадиевна Алексеева) 1973 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсем валли тухса тӑракан «Канаш» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӳкеҫри ҫурт стени ҫинче те мурал пулӗ. Ӑна Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине ӳкереҫҫӗ. Унта паллӑ «В бой идут одни старики» паллӑ фильмри Маэстро сӑнарӗ пулӗ. Леонид Быков режиссер (вӑлах тӗп роле вылянӑ) ӳкернӗ фильм пӗлтӗр 50 ҫул тултарнӑ. Хальлӗхе ҫак ӳкерчӗке кам ӳкерессине пӗлеймерӗмӗр-ха. Аса илтерер: Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт стени ҫинче те мурал пур. Унта чӑваш хӗрарӑмне тата Андриян Николаев космонавт сӑнарне ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ваза, карҫинкка, ҫӑпата... - Улатӑр округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑкан Виталий Андреев хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталать. 84-ри Виталий Афанасьевича таврара лайӑх пӗлеҫҫӗ, мӗн те пулин ӑсталаса пама ыйтаҫҫӗ. Вӑл мӗн ачаранах хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталать. Вӗсем пилӗк пӗртӑван ашшӗсӗр ӳснӗ. Ҫӑмӑл пулман. Виталий Андреев 5-мӗш класрах ҫӑпата хуҫма вӗпеннӗ. Виталий Афанасьевич ҫуркунне хӑва касма пуҫлать те хӗлӗпех тӗрлӗ япала ӑсталать. 10 ҫул каялла вӑт Хусан театрӗ валли 85 мӑшӑр ҫӑпата ӑсталаса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей эстрада юрӑҫи Филипп Киркоров Канашра пурӑнакан кинемее 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Ку - мӑнукӗн Влад Быковӑн парни. Вӑл вара Канашри паллӑ кутюрье. Каччӑ Дубайра хӑй ҫӗленӗ тумсене сутать. Кинемей Филипп Киркоровӑн пултарулӑхне килӗштерет. «Хаклӑ Степанида Гавриловна, сирӗн мӑнук сире юбилейпа, 80 ҫул тултарнӑ ятпа, саламлама ыйтрӗ. Пӗлетӗп, эсир манӑн пултарулӑха килӗштеретӗр, эпӗ сирӗн кумир. Сире мӗнпур лайӑххине, сывлӑх, хаваслӑ кӑмӑл сунатӑп. Паллах, Чӑваш Енри Канаша салам яратӑп», - тенӗ паллӑ юрӑҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ скриншот Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асаматӑн «Акатуй сӑввисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ. Ӳнерҫисем – Мария Ермолаевӑпа Екатерина Васильева. Светлана Асамат 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Чӑваш радиопа телевиденийӗнче, Чӑваш наци музейӗнче вӑй хунӑ. Халӗ Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл «Атӑл» М-7 автомобиль ҫулӗн 647-мӗш километрӗнче ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫынсене ятарласа каҫмалли вырӑна темшӗн ҫитсе пӗтмен-ҫке.... Хӑй тата тӗксӗм ҫипуҫпа пулнӑ. Хӗрарӑм ҫине «Лада Ларгус» автомобиль пырса кӗнӗ. Йывӑр суранланнӑ ҫын инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. 43 ҫулти водитель урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ скриншот Чӑваш кӗнеке издательствинче «Солнечная Чувашия. Хӗвеллӗ Чӑваш Ен» открыткӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ, ҫӗр пин сӑмахлӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрпа паллаштаракан ҫак открыткӑсем пирӗн тӑрӑхӑмӑрпа паллашма килекенсемшӗн те, ют регионсене курма кайсан унтисене парнелесе хӑварас тесен те вырӑнлӑ пулӗҫ. Комплект 24 открыткӑран тӑрать. Ӑна Светлана Дубровина художник-дизайнерӑн тата халӑх промыслисен ӑстин ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Дизайн тата сӑнӳкерчӗксен авторӗ Наталия Орлова. Открыткӑсен пуххине пурӗ 1500 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |