Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Саам лексики вырӑнти халӑхӑн йӑлана кӗнӗ ӗҫӗсемпе — пӑлан ӗрчетессипе тата пулӑ тытассипе — тачӑ ҫыхӑннӑ. Чӗрчунсен йӗрне шыраса тупма тата вӗсем хӑйсене мӗнле тытассине малтанах пӗлме ҫанталӑка тишкерни май парать. Америка ҫыннин виҫӗ сӗнӳпе ӑнлантармаллине саам пӗр кӗске те ӑнланмалла сӑмахпа каласа парӗ. Анчах климат улшӑннине пула пӗтӗмпех улшӑнма пултарать. Саамсем ҫӗршер ҫул хушши усӑ курнӑ терминсем ҫухалса пыраҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, тусенче нумай вӑхӑт юр ҫунине пӗлтерекен jassa сӑмахпа халӗ питӗ сайра усӑ кураҫҫӗ. Хӗлле юр ирӗлнине пӗлтерекен sievlladat е suttádat йышши сӑмахсемпе вара час-часах усӑ курма пуҫланӑ.
Ҫулталӑк вӑхӑчӗсен шучӗ те калаҫура сахалланса пырать. 20 ҫул каялла Лапландин ҫурҫӗр пайӗнче ҫулталӑка 8 тапхӑра пайланӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫуркуннепе ҫулла хушшинчи уйрӑм тапхӑр ку регионта кашни ҫулах палӑрмасть, ӑна пӗлтерекен сӑмахпа та усӑ курманнипе пӗрех.
Ҫавӑн пекех пӑлан ӗрчетекенсем юр ҫинчи чӗрчунсен йӗрӗсене вуламалли хӑнӑхӑва ҫухатасран хӑраҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑх чӗрчун аҫа е ама пулнине, ӗмӗрне, ҫавӑн пекех вӑл хӑранине тата кӗтӳрен юлнине е юлманнине пӗлеҫҫӗ. Ку паллӑсенчен кашнийӗн хӑйӗн сӑмахӗ пур.
Лосось популяцийӗ чакни те лексикӑра палӑрать. Вырӑнти халӑхшӑн пулӑ тытасси — чӑн-чӑн ритуал, анчах ҫак ӗҫре усӑ куракан сӑмахсемпе сайрарах та сайрарах усӑ кураҫҫӗ.
Тӗнчере саамсен пӗтӗмӗшле йышӗ — 60 пинрен пуҫласа 80 пин ҫын таран. Раҫҫейре, 2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, саамсен йышӗ 1771 ҫын пулнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ Мурманск облаҫӗнче пурӑнать.
