Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт прогноз тунӑ.
Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ. Апла пулин те сывлӑшӑн вӑтам температури ытти ҫулхинчен пысӑкрах пулӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче вара пире типӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Ака уйӑхӗ ытти чухнехинчен сивӗрех килӗ, нӳрӗк нумайрах пулӗ. Юлашки 3 ҫулта эпир ку уйӑх ҫуллахи пек ӑшӑ тӑнине хӑнӑхнӑ. Хальхинче вара ун пек пулмӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ейӳ тапхӑрӗ уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑна пулӗ, мӗншӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха.
Ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑк климат нормипе килӗшсе тӑрӗ. Ку сывлӑш температурине те, нӳрӗке те пырса тивет. Ҫапах ку уйӑхра ҫанталӑк мӗнле пулассин тепӗр сценарийӗ пур: вӑл ҫуллахи пек ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарать.
