Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна виҫӗ эрне шыраҫҫӗ. Вӑл хӑй вӗренекен заведенийӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман. Нелюбовский Дмитрий Владиленовича юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ. Вӑл таврӑнман, Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑка Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем, полици, нимеҫӗсем, Росгварди шыраҫҫӗ. Дмитрий 168 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ кӑвак. Общежитирен кайнӑ чухне калпак, кӑвак куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокель художник, педагог, профессор ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Олег Николаев ҫурта юсаса ҫӗнетни республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хакланӑ. Чӑваш халӑхӗн «ниме» йӗркипе музейӗн территорине тирпей-илем кӗртнӗ. Турхан ялӗнче ҫулсеренех пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет, унта паллӑ художниксем ӑсталӑх урокӗсем иртеҫҫӗ. «Чаплӑ ентешсене асра тытатпӑр тата вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр пулсан ыранхи кун тата та лайӑхрах пуласси те куҫкӗрет», – тенӗ ҫурт-музея юсаса ҫенетнӗ хыҫҫӑ уҫма хутшӑннӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() uznayvse.ru сайтри сӑн «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул» асӑнмалӑх медале чи малтан виҫӗ ҫын тивӗҫнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ку медальпе СССР Халӑх артисткине Вера Кузьминана, Варнава митрополита тата «Промтрактор» АУО ветеранне Иван Долгушина чысланӑ. Олег Алексеевич медальпе камсене чысласси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Списокра – 52 ҫын. Вӗсен йышӗнче – тӳре-шара, спортсменсем, политиксем, тухтӑрсем, пысӑк предприяти ертӳҫисем, пултарулӑхра палӑрнӑ ҫынсем… Ҫак йышра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та пур. Ҫавӑн пекех, Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку медале 1994 ҫултанпа Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ ҫынсене парӗҫ. ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ку списокра ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Энӗш ялӗнче каҫхине 9 сурӑха йытӑсем е кашкӑрсем тӗп туни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак районта каллех кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Пуканкассинче. Ҫак ялта кӑнтӑр варринчех пӗр хуҫалӑхри сурӑхсене йытӑсем тапӑннӑ. Ҫав самантра кил хуҫи кил-ҫурт таврашӗнчех ӗҫлесе ҫуренӗ. Тӑрук йытӑ вӗрнине илтнӗ, сарай патне чупса пынӑ. Унта вара – икӗ сурӑх вилли, пӗри аманнӑ. Арҫын кун пирки полицие, ял тӑрӑхӗн администрацине пӗлтермен. Унӑн хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫул каялла кун пек тӗслӗх пулнӑ. Анчах ун чухне ял тӑрахӗн администрацийӗ те, участковӑй та вӗҫне-хӗрне тухман. Ҫапах арҫын пӗлет: ҫак ӗҫе йытӑсемех тунӑ, мӗншӗн тесен вӗсене ялта куркаланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игорь Николаев Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Кун пирки район администрацийӗсен сайчӗсенчи хыпарсенче ӗнентереҫҫӗ. Ҫемҫе пукана, аса илтерер, иртнӗ эрнере Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пушатнӑччӗ. Ку эрнере Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев ҫавӑн пек тӑвас тенӗ. Вӑл та хӑйне тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени шӑрҫаланӑ. Унӑн ыйтӑвне Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем ӗнер черетсӗр лару пухсах тишкернӗ. Вӗсем Игорь Николаев кӑмӑлне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха палӑртиччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алла Волчкова тытса пырӗ. Вӑл — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Li.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта анлӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее халалланӑ мероприятисен марафонне районсемпе хуласен парачӗпе, артистсене йышлӑн пухса уҫрӗҫ. Ҫав саманта Чӑваш Ен Наци телекуравӗ «тӳрӗ эфирта» кӑтартрӗ. Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ мероприятисен марафооне пӑхнисенчен пӗри, Мария Готлиб, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи ӳнерҫӗ, кӑлтӑксем те асӑрханӑ. Вӑл Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, юрӑҫсем фонограммӑпа юрланӑ. Ертӳҫӗсем «Марфа ТрУбина», «Ленинская искрА», «МОрис Яклашкин» тесе каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ударенисене тӗрӗс мар лартнӑ. Ку хыпара вуланисем тӗлӗннине пытарайман. Вӗсенчен хӑшӗсем: «Трубинана та пӗлмеҫҫӗ-шим?» — тесе аптӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kdm69.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑ. Опытлӑ та хӑйсен ӗҫӗнчи профессионалсемпе пӗрлех ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫамрӑксем кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Чӑваш Ен граждан службине ӗҫе вырнаҫакансен йышӗ 2015 ҫултанпа 30 процентран 23 процент таран чакнӑ. Патшалӑх органӗсенче ҫамрӑксене практика тухма майсем йӗркеллӗ туса паманнине, практикӑна ячӗшӗн ирттернине асӑрханӑ. Малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал вӑл ака уйӑхӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Кил хуҫи малтан ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах вӑйӗ ҫитеймен. Пушарпа кӗрешсе вӑл аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫулӑм унӑн ҫуртне йӑлтах тӗп тунӑ. Пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗҫ. Ӗнер каҫхине, 7 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионер урамӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуҫасӑр йывӑҫ хуралтӑ ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма часах сӳнтернӗ. Каласа хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 184 пушар тухнӑ. Вӗсенче 9 ҫын вилнӗ, 15-ӗн аманнӑ. Пушарта 33 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Коронавирус инфекцине тупса палӑртнӑ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем валли Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче эпидемиологсем ҫынсен ыйтӑвӗсене 8 (8352) 58-24-48, 58-51-66 телефон номерӗсемпе йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма тата асӑннӑ инфекци сарӑлнӑ ҫӗршывсенчен таврӑннисем пирки хыпарлама Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 26-14-14. Паян, сӑмах май, коронавирус ыйтӑвӗпе Чӑваш Енре пысӑк канашлу иртнӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе аптӑракансем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ast.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта та, Раҫҫейри чылай хулари пекех, Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ пулӗ. Ӑна темиҫе лапамра ирттерӗҫ: Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Шупашкарти тӗп почтӑра, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче. Диктант ҫырас тесен малтан регистрациленмелле. Ака уйахӗн 4-мӗшӗнче 14 сехет валли ҫӳлерех палӑртнӑ вырӑнсене килмелле. Кӑҫал диктант тексчӗ Космонавтика куне халаллани пулӗ. Ӑна логотиплӑ ятарлӑ бланксем ҫине ҫырӗҫ, пурне те пӗрешкел ручка валеҫсе парӗҫ. Фирма ручкисем Чӑваш Ене ҫитнӗ ӗнтӗ. Диктант пӗтӗмлетӗвне икӗ эрнерен, акан 18-мӗшӗнче, пӗлме май пулӗ. Вӗсене totaldict.ru сайтра пичетлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |