Персона
![]() 102 ҫулти Анастасия Терентьева Шупашкара ҫӳлтен курма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Мӑнукӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ. Мӑнукӗ Андрей Шамбулин экскурсие лекес тесе ЧР Элтеперӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ. Кӗҫех кинемее Правительство ҫуртне чӗнсе илнӗ. Унта унпа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев курнӑҫнӑ. Анастасия Терентьевӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл ялта ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемьере тӑхӑр ачана пиллӗкӗшӗ ача чухнех вилнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче вӗсене кулак тесе айӑпланӑ, икӗ хутлӑ шкулӗнчен шкул тунӑ. Амӑшне ачисемпе мунчана пурӑнма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри тепӗр ҫынна коронавирус ернӗ. Вӑл Румыние кайсан чирлеме пултарнӑ. Ҫакӑн пирки Краснодар крайӗн администрацийӗнче паян пӗлтернӗ. 22 ҫулти ҫамрӑк — спортсмен, велосипедист. Велосипедистсем Румынире пулнӑ. Чӑваш Ен каччи Геленджик хулинчи пульницӑра сипленет. Диагноза паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Краснодар крайӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсмена пульницӑна васкавлӑн вырттарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ 14 ҫынна изоляциленӗ. Вӗсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ 14 ҫынтан 3-шне ҫивӗч респиратор вирус инфекцийӗ тесе пульницӑна хунӑ, 11-шӗ — карантинта. Ҫак кунсенче, сӑмах май, Мускавра коронавирус лекнӗ ватӑ пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл инфекци уйрӑмӗнче выртнӑ. Унӑн юн тымарӗ татӑлса кайнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вилӗм сӑлтавӗ вирус мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра юридици пулӑшӑвӗ паракан портал уҫма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ресурс «мӗн тумалла?» ыйтӑва хуравлама пулӑшӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, право ыйтӑвӗсене юристсем он-лайн тата тӳлевсӗр хуравлӗҫ. Раҫҫей Юстици министерстви «О едином государственном портале правового просвещения и бесплатной юридической помощи» (чӑв. Право ҫут ӗҫӗн тата тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗн пӗрлехи патшалӑх порталӗ ҫинчен) ятпа правительство йышӑнӑвне хатӗрленӗ. Портала 2021 ҫулта ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ. Порталта ваккат тата нотариус сӗнӳ-канашӗ пулӗ. Кӑткӑс ыйтусем пулсан профессионал юристсен списокӗпе паллашма май килӗ. Регионсенче вырӑнти саккунсемпе норматив докуменчӗсем вӑйра тӑнине кура вӗсен сегментне те пӑхса хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() google.com сайтри сӑн Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ачана кун ҫути парнеленӗ те ӑна ҫуратмалли ҫуртрах хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварнӑ. Тин ҫуралнӑ хӗрачана урӑх ҫемье усрава илнӗ. Калинин районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ача ҫуралсанах ӑна хӑварасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӗрачана медицина организацийӗнче хӑварса хӑй киле кайнӑ. Юрать, ачан телейӗ ҫумрах пулнӑ. Тепӗр хӗрарӑм, ачашӑн пачах ют ҫын, ун ҫине пӑхнӑ та ӑна хӑйӗн хӳттине илме шухӑшланӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫемьере хӗрача валли пӗтӗм услови пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Вӑрҫӑ ачисем пирки юлашки вӑхӑтра час-часах калаҫаҫҫӗ. Патшалӑх хӑйсене пулӑшасса ашшӗсем ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисен ывӑл-хӗрӗ уйрӑмах кӗтет. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ сӗннипе пухӑннӑ. «О детях войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) саккун проектне сӳтсе явма депутатсем, влаҫра ӗҫлекенсем, юристсем пухӑннӑ. Ҫак ыйтӑва ветерансен организацийӗсемпе те маларах, пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче, сӳтсе явнӑ. Саккун проектӗнче вӑрҫӑ ачисен статусне тата вӗсене социаллӑ пулӑшу парассине пӑхса хӑварнӑ. Вӑрҫӑ ачисен йышне 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене кӗртме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх министерствин Инстаграмри страницинчи сӑн Чӑваш Енре пӗр ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Кун пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Ҫак пациент халӗ хӑйне мӗнле туять-ха? Аса илтерер: Бразилирен таврӑннӑ арҫын Сӗнтӗрвӑрринче хӑйӗн килӗнче изоляциленнӗ. Тест унӑн коронавирус инфекцийӗ пуррине палӑртнӑ. Арҫынна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ, уйрӑм бокса вырнаҫтарнӑ. Паян кӑнтӑрла ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент хӑйне лайӑх туять, чир ҫӑмӑл формӑпа иртет. Унӑн температура ҫук. Тест коронавирус инфекцийӗ ҫуккине палӑртсан ӑна пульницӑран кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ. Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ. Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен. Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ. |
Сывлӑх
![]() Тедрос Гебреисус. Ӑнӑҫлӑ сипленме е чир-чӗр ересрен сыхланас тесен ҫынсен хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла: зарядка тумалла, уҫӑлса ҫӳремелле, эрех-сӑрапа пылак шывсене сахалрах ӗҫмелле тата табак туртма пӑрахмалла, — пӗлтернӗ пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) пуҫлӑхӗ. ПТССО тӗп директорӗ Тедрос Гебреисус коронавируса хирӗҫ ӑнӑҫлӑ кӗрешес тӗлӗшпе эрех-сӑра ӗҫме тата пирус туртма пӑрахма, ҫавӑн пекех спортпа туслашма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл тӗнчере пандеми сарӑлнине халалласа ирттернӗ брифингра каланӑ. ПТССО пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, кунашкал мерӑсем чирлесе ӳкнисене хӑвӑртрах сывалма пулӑшӗҫ. «Ҫак йывӑр вӑхӑтра хамӑр ӳт-пӳпе психика сывлӑхне ҫирӗплетни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сире малашлӑхра ҫеҫ мар пулӑшӗ, эсир COVID-19 чирлесе ӳкрӗр пулсан та ҫӗнтерме май парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑрӑн иммунитет системине йӗркеллӗ ӗҫлеме пулӑшакан тутлӑхлӑ тата сывӑ апат ҫийӗр. Иккӗмӗшӗнчен, эрех-сӑра сахалрах ӗҫӗр тата пылак шӗвексенчен пӑрӑнӑр», — тенӗ Гебреисус. Виҫҫӗмӗшӗнчен, ПТССО пуҫлӑхӗ шутланӑ тӑрӑх, пирус туртма пӑрахмалла — ку сиенлӗ йӑла «COVID-19 ернӗ хыҫҫӑн ытти чир-чӗрсене аталантарма пултарать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӗнче коронавирусран хӑраса ларнӑ вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи ватӑсем акӑлчан чӗлхине ӑша хываҫҫӗ. Ҫак эрнере унта пӗрремӗш заняти иртнӗ. Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти «Английский для всех» (чӑв. Акӑлчан чӗлхи пурин валли те) занятие социаллӑ консультаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Серапионова ирттернӗ. Вӗренме пынисем — «Оптимист» клуба ҫӳрекен хастарсем. Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхе вӗренни ватӑсемшӗн питех те усӑллӑ. Пуҫ мимине ӗҫлеттернӗ май вӑл ватӑласран пулӑшать. Акӑлчан чӗлхине пӗчӗкшерӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Ирхи гимнастика евӗр. Сахалшар тата вӗҫӗмех. «Тӑрӑшсан пурте вӗренейӗҫ», — хавхалантараҫҫӗ унта ватӑсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |