Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Республикӑра пурӑнакан тепӗр 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла вилнисен йышӗ 109 ҫынна ҫитнӗ. Ку таранччен 9027 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7539-шӗ сывалнӑ.

Пӗр талӑкра чирленисен йыше ӳссех пырать. Унччен 25-30 ҫын пулнӑ тӑк паян – 38. Сывалакансен йышӗнче 28 ҫын. Сӑмах май, пӗр кунра пӗр ҫын ҫеҫ сывалнӑ тӗслӗх те пулнӑ.

Палӑртмалла: Раҫҫей кӑшӑлвируспа чирлес енӗпе рекорд лартать. Паян, пӗр талӑкра, 14 пин те 231 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Кунашкалли пандеми пуҫланнӑранпа пулман.

 

Раҫҫейре

Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗчӗк мисс тата мистерӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 3-10-мӗшӗсенче иртӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 49 ача хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енрен те пулнӑ.

Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Арина Авксентьева конкурса ҫӗнтерӳҫӗ тата гран-при хуҫи пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мини мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет. Ҫитес ҫул Шупашкар чысне Францире Мода эрнинче хӳтӗлӗ.

Ксения Купташкина (59-мӗш шкул), Екатерина Иванова (5-мӗш гимнази), Дарья Владимирова (41-мӗш шкул) та тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ чи лайӑх медаль эскизне хатӗрлемелли конкурс ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта медаль эскизне хатӗрлесси пирки калаҫнӑ. Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ ирттерӗ.

Сӑмах май, совет халӑхӗн ӗҫри паттӑрлӑхне халалласа ҫитес ҫул пирӗн республикӑра палӑк лартӗҫ. Монумент федераци тӗллевӗллӗ пулӗ тесе пӗлтернӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

 

Хулара

Шупашкар хулинче «ӑслӑ чарӑнусем» нумайлансах пыраҫҫӗ. Халӗ ун пеккисен шучӗ 150-а ҫитнӗ.

Чарӑнусенче электронлӑ информаци таблосем вырнаҫтарасси хулара малалла пырать. Вӗсенче тӗрлӗ хыпар пӗлме пулать: халӑха турттаракан хӑш транспорт миҫе минутран ҫитессине, урамри температурӑна, ытти пӗлтерӗве.

Электрон таблосене муниципалитетӑн «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) информаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

Хальтерех вырнаҫтарнӑ 25 «ӑслӑ чарӑнусем» ҫине: «Уҫӑ хула» порталта ырланӑ», – тесе ҫырса хунӑ. Хӑш чарӑнура электрон табло вырнаҫтарассине халӑхпа палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен федераци хысни шучӗпе хваттер туянма май пур. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 11 ватӑ хваттер черетӗнче тӑрать. Вӗсем валли хыснара 15,7 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас шухӑшлӑ ветерансене 1,4-шар миллион тенкӗлӗх свидетельство парӗҫ. Вӑл укҫапа ватӑсем е хваттер, е пӳрт туянайӗҫ. Ҫитменнине, паллах, хушма тивӗ.

Ветерансемпе ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккуна 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи 8-мӗшӗнче йышӑннӑранпа 6034 ветерана хваттерпе тивӗҫтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
mytopdating.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mytopdating.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн 4-мӗш пайне 42 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ.

Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Вӑл хӑйӗн пирки ют ҫӗршыв патшалӑхӗн ҫар докторӗ тесе каланӑ. Арҫынпа хӗрарӑм темиҫе уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ. Кӑштахран арҫын ҫар служби вӗҫленнине пӗлтернӗ, укҫа йӑпӑртлӑха кивҫен пама ыйтнӑ. Тупра авиабилет туянма тата медицина тӗрӗслевӗ тухма кирлине ӗнентернӗ. Кивҫен илнине киле ҫитсен тавӑрса пама шантарнӑ.

Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫынна шаннӑ, ӗненнӗ, 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑмӑн укҫи пӗтсе ҫитсен арҫын та ҫухалнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче лавккара ҫын карттипе укҫа тӳленӗ ҫынна шыраҫҫӗ.

Хулара пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Кӑштахран вӑл унта пулнӑ 3 пин тенкӗ те 900 тенкӗ укҫа ҫухалнине сиснӗ. Ҫав укҫапа хулари Энгельс урамӗнчи лавккара тӳленӗ.

Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын карттипе 20-30 ҫулсенчи ҫамрӑк усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫутӑ симӗс кӗпе, хура куртка тӑхӑннӑ.

Видеокамерӑна лекнӗ каччӑна уйӑрса илнисене (8352) 34-18-40, 24-07-02 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
caricature24.com сӑнӳкерчӗкӗ
caricature24.com сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ертӳҫисем тӗрӗслевҫӗсенчен хӑранипе укҫасӑр юлнӑ.

Хулари шкулсенчен пӗрне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл право органӗсенче ӗҫлекен тесе каланӑ. Ҫав ҫын шкула тӗрӗслевҫӗсем пырассине пӗлтернӗ. Хӑнасене чечекпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе кӗтсе илме сӗннӗ. Ултавҫӑна ӗненсе шкул директорӗ палламан ҫын счечӗ ҫине 23 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.

Тепӗр шкул директорне те ҫавӑн улталанӑ. Анчах тӑкак виҫи пӗчӗкрех. Вӑл тӗслӗхре пурӗ 12 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли «Релакс в большом городе» концерта йыхравлать. Унта тӗрлӗ вӑхӑтри тата ҫӗршыври композиторсен хайлавӗсем кӗнӗ.

Солисчӗсем – Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анжелика Сидорова (флейта), Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Иванова (домра), пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Константин Москалёв (бас), Андрей Макаров (тенор), Юлия Маркитанова (сопрано), Наталья Егорова (фортепиано), Илья Алексеев (аккордеон), Екатерина Николаева (саксофон), Владимир Денисов (юрлакан бокалсем) тата ыттисем.

Концертӑн художество ертӳҫи тата тӗп дирижёрӗ – Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, дирижёрӗ – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина.

 

Культура

Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 103-мӗш театр сезонӗ уҫӑлӗ. Культура учрежденийӗнче ку спектакль 16-мӗш сезон пырать.

Спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Карпов унччен Ванюк рольне калӑпланӑ, халӗ вӑл Ҫтаппан сӑнарне вылӗ. Елюк рольне калӑплама Оксана Драгунова ҫамрӑк артиста сӗннӗ, Ванюк ролӗнче те – ҫамрӑк артист, Сергей Павлов.

Спектаклӗн режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, спектакльте Федор Павлов юрри-кӗвви янӑрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1555, 1556, 1557, 1558, 1559, 1560, 1561, 1562, 1563, 1564, [1565], 1566, 1567, 1568, 1569, 1570, 1571, 1572, 1573, 1574, 1575, ... 4093
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 11

1880
146
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1907
119
Чемей пӑлхавӗ пуҫланнӑ.
1908
118
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...