Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Тимӗр Тяпкин та — Общество палатин пайташӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 17.06.2021 20:33 | 1253 хут пӑхнӑ
Политика
Тимӗр Тяпкин
Тимӗр Тяпкин

Паян Чӑваш Енӗн Общество палатин пиллӗкмӗш йышне ҫирӗплетнӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисенчен 23 заявка йышӑннӑ, вӗсенчен 15-шӗ йӗрке ыйтнипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ. Палатӑн унччен ҫирӗплетнӗ пайташӗсем вӑрттӑн сасӑласа йыша тепӗр 11 ҫынна суйланӑ.

Ку йыша «МВФ-Групп» общества директорӗ, «Элит-тур» обществӑн коммерци директорӗ Михаил Фомичев, «Забава» общество директорӗ Марина Аниченкова, Социаллӑ проектировани центрӗн ертӳҫи Артем Йовенко, Телекоммуникацин актуаллӑ тытӑмӗсен директорӗ Альберт Комахидзе, Владимир Тимофеев уйрӑм усламҫӑ, Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Надежда Айвенова, Комплекслӑ стратегипе инновацисен институчӗн гендиректорӗ Левон Мардоян, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, «Артефакт» обществӑн гендиректорӗ Борис Корсунский, «ЖД-Транс» обществӑн гендиректорӗ Шарипжан Касанов тата Чӑваш Енре ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ӗҫлекен центрӑн директорӗн ҫумӗ Владимир Ежеев кӗнӗ.

Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Общество палатин 33 пайташӗнчен 11-шне ҫирӗплетнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ палата йышне пуҫласа лекнӗ. Тепӗр 11 ҫынна Патшалӑх Канашӗ суйланӑ.

#хастарсем, #Патшалӑх Канашӗ, #йышӑнусем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер патне йышӑнӑва сакӑр ҫын кайнӑ
2020, 10, 20
Олег Николаев Ҫыру хатӗрлет
2021, 01, 18
Оперӑпа балет театрне юсаса ҫӗнетӗҫ
2021, 02, 09
Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ
2021, 04, 07
Тӗп бухгалтери директорӗ пулӗ
2021, 05, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org