Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем Атӑл юханшывӗнче, пӑр ҫинче, ҫамрӑк ҫынсем ярӑннине асӑрханӑ. Хайхискерсем пӑр катӑкӗ ҫине тӑнӑ та ишнӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫав икӗ каччӑна асӑрханӑ. Ҫав самантра пӗри тусне патак тӑсса панӑ та вӑл ҫыран хӗррине тухнӑ. Александр Лесников ҫӑлавҫӑ тепӗр ҫамрӑка пулӑшнӑ, ӑна та ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Анчах ҫав каччӑсем камсем пулнине палӑртайман – вӗсем тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма юрамасть. Ку инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() myslo.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ ҫул хӗрринче, общество чарӑнӑвӗнчен инҫех маар, ача пушмаксӑр чупнине асӑрханӑ. Вӑл чарӑннӑ. Ӳсӗр амӑшӗ ачине пӑхса ӗлкӗреймен-мӗн. Хӗрарӑм Нурӑса Елчӗк районӗнчен килнӗ, анчах каялла каяйман. Ҫул-йӗрпе патруль службин аслӑ инспекторӗ Андрей Траков ӳсӗр хӗрарӑма пулӑшнӑ. Вӑл ӑна ачипе служба машинине лартнӑ та ҫывӑхри пульницӑна илсе ҫитернӗ, унта вӗсене тухтӑрсем пӑхнӑ. Халӗ ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку ҫемье пирки информацие ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен органсене пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://www.obltv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнарта вырӑнти мунчапа кӗпе ҫумалли комплекс пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна халӗ суда ярса панӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, мунча пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑскер Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статьяпа пуҫиле ӗҫе ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнисем тӗлӗшпе пуҫараҫҫӗ. Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине вӑл кӳнӗ тӑкака та шыраса илесшӗн. Пуҫлӑх пулнӑскер предприяти кассинчен 60 пин тенкӗ илнӗ. Унсӑр пуҫне банкри хӑйӗн счеч ҫине 65 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ҫав укҫана вӑл мунча валли вутӑ туянма тӑкаклатӑп, аллӑн татӑлӑп тесе ӗнентернӗ. Анчах тӗпчевҫӗсем пуҫлӑх пулнӑ ҫын сӑмахне ӗненмен. Тӗрӗсрех каласан, ҫавна ҫирӗплетсе паракан фактсене тупайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Атӑл леш енчи ача пахчине подрядчикӗн пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле палнӑ. Анчах вӑл паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫеҫ уҫӑлнӑ. Сосновкӑри «Лукоморье» ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пилӗк ушкӑн пулӗ: пӗри – ясли. Ҫавӑн пекех унта музыка тата вӑй-хал культурин занятийӗсене ирттермелли пӳлӗмсем, бассейн, методпӳлӗм, логопед пӳлӗмӗ, апатлану тата медицина блокӗсем пулӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ Сосновкӑра ача пахчи пуласса тахҫанах кӗтнӗ, халӗ вӗсем куншӑн савӑннӑ. Паян унта черет ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Ырантан Чӑваш Енри театрсем те карантина каяҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейсем те алӑкӗсене хупаҫҫӗ. Ырантан театрсем спектакльсене кӑтартма пӑрахаҫҫӗ, музейсенче палӑртнӑ куравсене пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Туяннӑ билетсем каярахпа та вӑйра пулӗҫ. Е вӗсене кассӑна тавӑрса пама юрать. Вырӑс патшалӑх драма театрӗ спектаклӗсене онлайн мелпе трансляци парӗ. Аслисен курмашкӑн – 200 тенкӗ, ачасен 100 тенкӗ тӳлемелле. Репертуарпа театр сайтӗнче паллашма пулать. Хальлӗхе коммерци театрӗсем карантина кайман, вӗсен залӗсем пӗчӗк, 50 ҫын таран вырнаҫмалӑх кӑна. Камерлӑ театр вара 40 билет анчах сутма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна хатӗрлекенни — Лидия Филиппова публицист, журналист, поэт, ҫыравҫӑ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӗсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ. Пултаруллӑ ҫынсен кунне-ҫулне йӗрлекен кӗнекесене Лидия Филиппова унччен те кӑларман мар. Сӑмахран, Геннадий Волков академика халалланӑ унӑн паха ӗҫӗпе паллашма тӳр килнӗччӗ. «Анатолий Кибеч. Душа и разум» ятлӑ ӗҫре Анатолий Кипечӗн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Шурсухалӑн кашни сӑмахӗ чӑн ахах. Унпа сайра тӗл пулсан ик-виҫ сӑмах ваклани те пахан туйӑнать. Биографи кӑларӑмӗнчи тӗп сӑнара Лидия Филиппова демократи ӑрӑвӗнчи, ҫӗнӗ шухӑшсемпе хӑюллӑ утӑмсем тума шикленмен ҫын евӗр уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() pronedra.ru сайтри сӑн Коронавирус эпидемине пула Раҫҫейри шкул ачисене ҫуркуннехи каникулта ытларах кантарма йышӑннӑ. Ахаль чухне вӗсем 10 кунлӑха каяҫҫӗ, хальхинче – 23 кунлӑха. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, дистанци мелӗпе вӗрентӗҫ, ҫыхӑну операторӗсем вара цифра вӗренӳ ресурсӗсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтерӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗн пуҫламӑш класра вӗренекен ачине килте хӑварма май ҫук тӑк ӑна шкула илсе килме юрать. Чӑваш Енре ачасене пӳлӗмрен куҫса ҫӳремесӗр вӗрентме сӗннӗ. Аслӑ шкулсенче вара студентсем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ. Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ. Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мурманскри ҫынсем Чӑваш Енрен тухнӑ министр, Анна Головина, йӑнӑшсемпе ҫырнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: асӑннӑ тӑрӑхра вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшаканскер Инстаграмри страницӑра пост ҫырнӑ чух йӑнӑш ҫине йӑнӑш тунӑ. «Тавах сире мана йӑнӑшсене кӑтартнӑшӑн! Эпӗ технарь, физик-математик, анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав мар, паллах. Кашнинех йӑнӑшма ирӗк пур, анчах ку министрпа пулни лайӑх мар. Тимлӗрех пулӑп! Постсене малашне васкаса ҫырмӑп, тимлӗ пулӑп. Тавах тепӗр хут)», — тесе ҫырнӑ Головина. Хӑйӗн йӑнӑшне асӑрхаттарнисене вӑл икӗ эрнерен хуравланӑ. Анна Головина Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫсене алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар хули хитреленсе, капӑрланса пырать. Кӑҫал тата республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫавна кура та пулӗ Шупашкара чӑвашлӑх сӑнӗ кӑштах пулин те кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Мускав ҫыранӗ хӗрринче чӑваш орнаменчӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗринче ҫавна хурласа ҫырнӑ. Чӑваш орнаменчӗсене 5 таран вырнаҫтарнине палӑртнӑ унта. «Вӗсем пурте пӗрех, пӗри ҫеҫ кӑшт пӗчӗкрех курӑнать. Вӗсене пӗр тӗлте ҫавӑн чухлӗ мӗншӗн вырнаҫтарнине ӑнланмастӑп. Атӑл хӗрринчи килӗшӳллӗ-ха. Ҫуртсем умӗнчисем патне тӑрса кам сӑн ӳкерӗнӗ?» — тенӗ унта. Лакрей паркне, «Дорисс» парка, Кадет паркне пӗрер орнамент вырнаҫтарсан килӗшӳллӗрех пулатчӗ тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |