|
Ӳнер
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ. Уйрӑмах – ачасем, педагогсем. Нумаях пулмасть унта Ачасен ӳнер шкулне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Шкула кӑҫал ҫу уйӑхӗнче юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун тӗлӗшпе федераци тата республика хыснисенчен 20 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче ҫуртӑн тул тата шал енне ҫӗнетнӗ, тӑррине, коммуникацисене улӑштарнӑ, пӳлӗмсем те халӗ ҫутӑ та хӑтлӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта ачасем пултарулӑх енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеччӗр, район чысне тӗрлӗ конкурсра хӳтӗлеме тивӗҫлипе хатӗрленччӗр тесе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшнче республикӑн экономика министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Олег Молякова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Моляков депутатӑн пӗртӑванӗ. Олег Моляков 55 ҫулта. Вӑл 1993 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен ЧР экономика министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ, унтан Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче «РУКС» предприятире те ӗҫленӗ. Ӗнер Олег Молякова министр ҫумӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗнерех ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Раҫҫей йывӑҫӗ – 2020» конкурс паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Унта Дагестанри авалхи платан ҫӗнтернӗ. Вӑл 39 пин те 82 сасӑ пухнӑ. Конкурса тӑратнӑ 12 йывӑҫ хушшинче чӑваш юманӗ те пулни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ. Муркаш районӗнчи Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, «влаҫсем пулӑшни те чӑваш юманне ҫӗнтерме пулӑшайман». Хӑш-пӗр ача пахчинче ӗҫлекенсем юманшӑн сасӑлама чӗнсе хӑйсен кӑмӑлӗпе урама та тухнӑ-мӗн. Тӗрлӗ МИХӑн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнӗсенче юман пирки, сӑмах май, нумай пӗлтерчӗҫ. Апла пулин те пирӗн тӑрӑхри йывӑҫ иккӗмӗш вырӑнпа ҫырлахӗ. Уншӑн 25 пин те 720 ҫын сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӳршӗре
![]() dneprovec.by сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Мари Эл вӑрманне ҫырла пуҫтарма кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӑл Звенигово районӗнче пулнӑ, каялла тухма ҫул тупайман. Иртнӗ канмалли кунсенче дежурнӑй пульчӗ ҫине ватӑ арҫын ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Ӑна шырама Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫула тухнӑ. Вӑхӑт питех нумай иртмен – Шупашкар арҫыннине ултӑ сехетрен тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, киле йӗркеллех ҫитнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шыраса тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Юрий Шакеев тунӑ сӑн Паян Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин вӗҫсе килнӗ. Вырӑнти оппозиционер Юрий Шакеев федераци шайӗнчи тӳре-шара хӑйне тимлӗх уйӑртӑр тесе машинисене Правительство ҫурчӗ умне килсе лартнӑ. ГАЗельсенчен пӗрин ҫине Шупашкар сити-менеджерӗ тӗлӗшпе ҫырни пур. «Про Город» хаҫат Юрий Шакеевпа ҫыхӑнса вӑл ҫакна мӗншӗн тунипе кӑсӑкланнӑ. «Манӑн суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене палӑртас килет. Вӑл иртнӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ача пахчисемпе, шкулсемпе, Китай экспансийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те пур тата», - тенӗ оппозиционер. 13 сехет те 10 минутра Шакеевӑн машинисене ятарлӑ техникӑпа тата троспа ҫул ҫинчен илсе кайма хӑтланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ фристайлҫӑна уйӑхсерен укҫа тӳлесе тӑрӗҫ. Стипендие тивӗҫнисем — Китайри Пекинта 2022 ҫулхи хӗлле иртекен XXIV Олимп вӑййине хутшӑнма Раҫҫей командине кӗмелли кандидатсем Дмитрий Мулендеев тата Лана Прусакова. Ҫамрӑксене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшнчен пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30-шар пин тенкӗ стипенди тӳлесе тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен каччӑпа хӗре укҫа тӳлесе тӑрассишӗн Чӑваш Ен Спорт министерстви яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын лавкка хыҫӗнчи пахчара кантӑр ӳстернӗ. Наркотик хутӑшӗллӗ ӳсен-тӑран ҫитӗнтернӗрен ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пахчара 45 тӗм кантӑр пулнӑ. Вӗсен тавралли ҫӗре пӑхсах тӑнӑ, ҫум ӳсмен. Палӑртмалла: 34 ҫулти арҫын лаптӑка тара илнӗ. Пӳлӗме тата ҫывӑхри территорие тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн типӗтнӗ кантӑр та тупнӑ, ӑна та туртса илнӗ. Ӳсен-тӑрана тата туртмалли ятарлӑ хатӗре экспертизӑна янӑ. Арҫынна тытса чарнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл кантӑра хӑйӗн валли ӳстернӗ. Вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Атӑл леш енче тата Улатӑр районӗнчи Первомайски вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Атӑл леш енче Октябрьски поселокӗ ҫывӑхӗнче вӑрманти ҫӗр ҫинчи сий ҫуннӑ. Улатӑр районӗнче те ҫавнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 133 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 600 гектар ытла ҫуннӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӳп-ҫапа ҫулӑм ярса илнӗ 250 тӗслӗх пулнӑ. Пур пушар та тенӗ пекех ҫын айӑпӗпе пулнӑ. Паянхи кун тӗлне типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 170 яхӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() pln-pskov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушӑва улшӑну кӗртнӗ. Ҫапла вара 65 ҫултан аслӑрах, ҫаплипех ӗҫе ҫӳрекен ҫынсем килте ларма пултарӗҫ. Уншӑн вӗсене укҫа тӳлӗҫ. Килте лармалли вӑхӑта юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен тата юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫаввӑхӑта тата тӑсма пултарӗҫ. Ҫак йышӑнӑва ҫынсем тӗрлӗ вирус чирӗпе, ҫав шутра, паллах, кӑшӑлвируспа, ан чирлеччӗр тесе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() frocush.livejournal.com сайтри сӑн Патшалӑх запкупкисен порталӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн умне юсама аукцион иртесси пирки пӗлтернӗ. Палӑртмалла: вӑл – республика пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн палӑкӗ. Аукциона хутшӑнасси пирки пӗр организаци ҫес заявка панӑ. Вӑл – «Дизайн» тулли мар яваплӑ общество. Организаци юсав ӗҫне 18 миллион та 94 пин те 170 тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Реконструкцие 2021 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Театр ҫуртне 1961 ҫулта ҫӗкленӗ. Вӑл – тӑватӑ хутлӑ, путвал та пур. Пӗтӗмпе – 2772 тӑваткал метр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
