Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Прокуратура тротуар сарма хистет

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 25.12.2020 19:41 | 385 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
bryansk.smolmotor.ru сӑн ӳкерчӗкӗ
bryansk.smolmotor.ru сӑн ӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫынсем ыйтнипе тротуар пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ.

Вӑрмарсем надзор органне пӗлтернӗ тӑрӑх, «Вӑрмар-Кавал-Нурлат» ҫул хӗррипе тротуар сарман. Ҫавна май ача-пӑчана ҫӳреме хӑрушӑ, вӗсем машина айне ним мар лекме пултараҫҫӗ. Асӑннӑ ҫул хӗррипе ачасене ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине илсе каять, ватӑ ҫынсем чиркӗве кайса килеҫҫӗ, район ҫыннисем те унтан иртсе ҫӳреҫҫӗ.

Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ячӗпе хут ҫырса панӑ, унта кӑлтӑка пӗтерме хистенӗ. Анчах предприяти ӗҫе тытӑнман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд тавӑҫпа килӗшнӗ, предприятие ҫулталӑкра тротуар сарма хистекен хушу кӑларнӑ.

#прокуратура, #кӑлтӑксем, #ҫул-йӗр, #судсем, #Вӑрмар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вилнӗ хӗрачан сӑнӳкерчӗкӗпе баннер хатӗрленӗ
2020, 09, 28
Вӑхӑтра юсайманшӑн Элӗк районӗнче вырӑнти усламҫа штрафланӑ
2020, 10, 01
Техникум экс-директорӗ хваттерсӗр юлма пултарать
2020, 10, 28
Прокуратура хистенипе хунар вырнаҫтарнӑ
2020, 12, 01
Айӑпне каҫарттарас тесе ачисене телефон туянса панӑ
2020, 12, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org