Ҫӗмӗрле хулинче урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарассишӗн прокуратурӑн икӗ хутчен тӗрӗслев ирттерме тивнӗ. Малтан пӗрре тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари тӳре-шара ячӗпе хут ҫырнӑ-ха. Унтисем надзор органне вӑрах кӗттермен. Хуравланӑ. Унта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне явап тыттарнине, урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарнине ӗнентернӗ.
Сӑмах, хулари Володарский урамӗнчи 27-мӗш ҫуртпа Урицкий урамӗнчи 27-мӗш ҫуртсем хушшинчи тӑкӑрлӑк пирки пынӑ. Тӳре-шара хуравланӑ хыҫҫӑн прокуратура тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ, анчах хунар ҫуккине асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн суда тавӑҫпа тухнӑ. Вырӑнтисем тинех хускалнӑ. Суд йышӑну кӑларасса кӗтсе тӑман — урамри ҫутӑ хунарӗсем ӗҫлесе кайнӑ.