Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнлерех пулӗ? Хула ҫыннисемпе хӑнисем ҫакна хӑйсем суйланӑ. Сасӑлава ятарласа ирттернӗ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта пулнӑ.

Хӗрлӗ лапамра капӑр чӑрӑш лартӗҫ, Хӗл мучи резиденцийӗ те ҫавӑнтах вырнаҫӗ. Чӑрӑш лартассишӗн 2358 ҫын сасӑланӑ. Сасӑлава вара 2907 ҫын хутшӑннӑ.

Кӳлмекре каток та, юрлӑ хула та унта пулӗ. Вӗсемшӗн 1905 тата 1803 ҫын сасӑланӑ. Хӗллехи фонтаншӑн тата Хӗл мучи резиденцийӗшӗн сасӑлава хутшӑннисен 10 проценчӗ сасӑланӑ.

Ҫапах Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле пулассине хулари хӗллехи канӑва йӗркелекен комитет палӑртӗ.

 

Республикӑра

Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫӑкӑр касмалли хатӗр туянма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хатӗрсем шкулсем валли пулӗҫ.

Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 4 905 480 тенкӗ. Саккас параканӗ – ЧР Вӗренӳ министерстви. Аукциона хутшӑнкансенчен заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве чӳкӗн 19-мӗшӗнче тӑвӗҫ.

Килӗшӗве алӑ пуссан подрядчикӑн 20 кунра ҫӑкӑр касмалли хатӗрпе тивӗҫтермелле пулӗ. Пӗтӗмпе 69 шкул валли туянӗҫ.

 

Сывлӑх
главный-вопрос.рф сайтри сӑн
главный-вопрос.рф сайтри сӑн

Каллех 3 ҫын вилнӗ.. Сӑмах – кӑшӑлвирус пирки. Республикӑра каварлӑ вируса пула вилекенсен йышӗ 181 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Иртнӗ талӑкра 78 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансен йышӗ нумайрах пулнӑ – 131 ҫын. Пӗтӗмпе ку таранччен 9207 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1300 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 10688 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: главный-вопрос.рф
 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Роскомнадзор «Спортивная панорама Чувашии» журналӑн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Ку йышӑнӑва журналӑн учредителӗ – Чӑваш Енри вӑй-хал культурине тата спорта аталанма пулӑшакан фонд – йышӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗрне регистрациленӗ. Вӑл «ТРИНАТРИ» ятлӑ, судокусен пуххи. Учредителӗ – Максимов Борис Павлович. Вӑл Чӑваш Енре саланать.

Журнал эрнесерен А6 форматпа тухӗ, пӗр кӑларӑмра 10 пуҫватмӑш, «Бинго-Бонус- Пусто-Пусто» парнеллӗ вӑйӑ пулӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енри влаҫ чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ учебникӗсене кӑларасси пирки шутлать. Халӗ шкул ачисем вӗренекенни 10 ҫул каялла тухнӑскерсем. Ҫӗнӗ пособисем кӑларассине тата вӗсене федераци переченьне кӗртессине ЧР Вӗренӳ институтӗнче сӳтсе явнӑ.

Чӑваш чӗлхи учебникӗсем федераци реестрӗнче ҫук-мӗн: оптимизаци вӑхӑтӗнче ӑна официаллӑ экспертизӑсӑр кӑларнӑ. Экспертиза тӑвасси, учебник кӑларассипе танлаштарсан, темиҫе хут хаклӑрах. Ун чухне Чӑваш кӗнекен издательствин укҫа пулман, федераци министерстви перекетлеме шут тытнӑ.

Ҫитес вӑхӑтра Вӗренӳ институчӗ ҫӗнӗ пособисен концепцине хатӗрлеме тытӑнӗ. Ӗҫ ушкӑнне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, флологсем кӗрӗҫ.

 

Культура

Пушкӑртстанри Пелепей хулинчи «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗн ертӳҫине Нина Никитинӑна Пушкӑртстанри «Сарпике» чӑваш хӗрарӑмӗсен Канашӗн Пелепей хулипе районӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи - Л.С. Федорова) тата Пелепей хулинчи «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗ юбилейпе саламлаҫҫӗ.

Нина Константиновна – Пушкӑрт Республикин вӗрентӳ ӗҫӗн отличникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ.

Нина Никитина хӑй вӑхӑтӗнче медицина сестрине вӗренсе тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта операци сестринче ӗҫленӗ. Качча кайса ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн пепкене ача пахчине вырнаҫтарас тесе ҫавӑнта ӗҫе кайса кӗнӗ. Кайран Пелепей хулине куҫса кайнӑ.

Чӑваш хӗрарӑмӗ тӗрлӗ конкурса та хастар хутшӑнать.

 

Спорт

2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран Токиора Олимп вӑййисем пуҫланӗҫ.

Ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ пирки каласан, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче вӑл ҫиччӗмӗш хут ӗнтӗ иртет. Юлашки хутчен ун пек ӑмӑртӑва пирӗн патра 2019 ҫулта пуҫтарӑннӑччӗ. Кӑҫал та ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем Шупашкара килсе ҫитмеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвирус тесе чемпионата малтан кӗркуннене куҫарчӗҫ, кайран вара Шупашкарта мар, Челябинскра ирттерме йышӑнчӗҫ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Чӑваш Енри шкулсенче пӗр пек меню пулмалла. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче «Шкулсенче вӗри апатпа тивӗҫтересси» семинар-практикума пӗтӗмлетнӗ. Семинар кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче шкул директорӗсем, поварсем, районсемпе хуласенчи вӗрентӳ пайӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.

Республикӑн мӗнпур шкулӗнче Роспотребнадзор ырланӑ пӗр пек меню пулмалла. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ семинар-практикума хутшӑннисем. Ун пек семинарсене ӳлӗмрен кашни кварталта пӗрре ирттересшӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ тата йӗрке хуралҫисем халӑхран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ водительсенчен видеорегистратора ҫырӑнса юлнӑ файлсене ыйтаҫҫӗ.

Ӗнер кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре паллӑ мар водитель ҫул хӗррине наркӑмӑшлӑ япала, гидрохлорид, тӑкса хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче тем пӑсланнине асӑрхакансем ятарлӑ службӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем васкаса ҫитнӗ. Территорие тасатнӑ, наркӑмӑшлӑ япалана сиенсӗрлетнӗ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствине туса хунӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫак датӑна халалласа пост ҫырнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствине депутат пысӑка хурса хакланӑ. Хӑйӗн малтанхи ҫулӗсенчех ҫамрӑк предприяти Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ чӑваш словарьне, вырӑс тата тӗнче классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарса пичетленине, вӗренӳ литературине кун ҫути кӑтартнине палӑртнӑ депутат.

Чӑн та, издательствӑра чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрекен хайлавсем: Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ҫемен Элкерӗн, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин тата ыттисен вилӗмсӗр ӗҫӗсем – пичетленнӗ. Паян та кӗнеке издательстви унчченхи ырӑ йӑла-йӗркене сумлӑн тытса пыма тӑрӑшать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1566, 1567, 1568, 1569, 1570, 1571, 1572, 1573, 1574, 1575, [1576], 1577, 1578, 1579, 1580, 1581, 1582, 1583, 1584, 1585, 1586, ... 4133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...