9-мӗш тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансем экзаменсем тытаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 35 пунктра иртеҫҫӗ. Паллах, кӑшӑлвирус сарӑлнине шута илсе санитари нормисене пӑхӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 11-мӗш классем географипе, химипе тата литературӑпа ППЭ тытнӑ. Химие - 882, литературӑна 245, геграфие 153 ҫын суйланӑ.
Виҫӗ ачана йӗркене пӑснӑшӑн экзаменран кӑларса янӑ. Ялти 11-мӗш класра ӑс пухакан ача телефонпа усӑ курнӑ. 9-мӗш класра вӗренекенсем те йӗркене пӑснӑ: арҫын ача телефонпа усӑ курнӑ, хӗрача – шпаргалкӑпа, вӑл вӗсене никамран вӑтанмасӑр парта ҫине кӑларса хунӑ.