Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ӗҫри инкексен шучӗ чакнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 04.06.2021 19:02 | 171 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пӗлтӗрхи 5 уйӑхрипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ӗҫри инкексен шучӗ 1,12 хут чакнӑ.

Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче хыпарланине ӗненсен, производствӑра суранланассине чакарас енӗпе юлашки 8 ҫулта туса ирттернӗ профилактика мери хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрет. Апла пулин те ӗҫ сыхлавӗпе ҫителӗксӗр ӗҫлекен предприяти-организацисем те ҫук мар. Инкексем ытларах чухне строительство е ял хуҫалӑхӗ евӗр отрасльсенче пулса иртеҫҫӗ.

Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче производствӑра 6 инкек пулса иртнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ йывӑррисен шутне кӗрет. Пӗринче вара харӑсах икӗ ҫын (пӗри — йывӑр, тепри — ҫӑмӑл) суранланнӑ.

#ларусем, #статистика, #сывлӑх, #инкексем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ
2020, 08, 04
Ӗҫе кайсан суранланнӑ
2020, 08, 19
23 ача чӳречерен ӳкнӗ
2020, 08, 24
Сӗрӗм тивнипе вилекенсем йышлӑ
2021, 03, 09
Тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ
2021, 03, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org