Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче 57 ача ҫуралнӑ.

Асӑннӑ стационар респиратор вирусӗпе, гриппа, кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлисене ҫур ҫул ытла йышӑнать. Ҫав вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлӗ 165 хӗрарӑма пулӑшнӑ, 57 ача ҫуралнӑ.

3-мӗш акушер стационарӗн акушер уйрӑмӗн заведующийӗ Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсемшӗн чи хакли – тав сӑмахӗ калани.

Тав сӑмахӗ калакансем йышлӑ. Калӑпӑр, Людмила ятлӑ хӗрарӑм ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑмӑлланнӑ. Тухтӑрсем ҫине тӑнипе унӑн ачи таса сывӑ ҫуралнӑ. Вӑл – ҫемьери иккӗмӗш пепке. Хӗрарӑм Александр Белебенцев анестезиолог-реаниматолога уйрӑмах тав тӑвать.

 

Персона

Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.

Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.

Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.

 

Культура
Дмитрий Поляков
Дмитрий Поляков

Юпа уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ.

Ҫӗнӗ ӗҫре Хӗвел сӑнарне Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков калӑплӗ.

Вӑл Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Таллинта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери балет конкурсӗнче 2016 ҫулта дипломант ятне илнӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарта иртнӗ «Танцуй» (чӑв. Ташла) пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Пермь хулинче иртнӗ балет артисчӗсен конкурсӗнче те диплома тивӗҫнӗ. Вӑл хутшӑннӑ конкурссене тата асӑнса кайма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CGU0_lLAmx_/
 

Сывлӑх

Чӑваш Енри пульницӑсем кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма хатӗр. Паянхи кур тӗлне республикӑри 10 пульницӑра COVID-19 диагнозӗллисем, гриппа тата ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем валли 1462 койка хатӗрленӗ, пушӑ койкӑсен шучӗ – 186.

Ырантанпа Шупашкарти иккӗмӗш хула пульницинче тепӗр 135 койка уҫӑлӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан 48 сехетре тата тепӗр 358 койка уҫма хатӗр.

Кӑшӑлвируспа чирлисем валли «Вӑрман юмахӗ» санаторире обсерватор ӗҫлет. Унта 140 вырӑн пур. Кирлӗ пулсан тепӗр 154 койка хатӗрлеме пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн.

Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.

Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.

Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раҫҫей туризмӗн мисӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 27 регионти 30 пике хутшӑнӗ.

16 ҫулти Дарина Богоявленская Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ, 17-ри Анна Логинова вара Шупашкаршӑн кӗрешӗ.

Аннӑпа Дарина илемпе пултарулӑх конкурсӗсене унччен те хутшӑннӑ, сумлӑ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Конкурспа килӗшӳллӗн «Раҫҫей теризмӗн мисӗ» те иртӗ. Унта хутшӑнакансем чаплӑ отельре пурӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене диадема парӗҫ тата укҫан хавхалантарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче руль умӗнчи хӗрарӑм йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Вӑл руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайнӑ.

Ку авари юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. 35 ҫулти хӗрарӑмпа пӗрле 7 ҫулти ачи пулнӑ. Хӗрарӑм хӑй те, ачи те ятарлӑ пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Ҫитменнине, ачан ятарлӑ кресло пулман.

Аварире шар курнӑ хӗрарӑмпа шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен сурансем пур.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен 272-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Тимофеева артиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ.

Асӑннӑ культура учрежденийӗнче литературӑпа драматурги пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Любовь Вдовцевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенӗ.

Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Театр директорӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, пултарулӑх ертӳҫи – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.

 

Культура

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн чӑваш хастарӗсене медальпе чыслама йышӑннӑ. Вӗсене Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медаль парса хавхалантарӗҫ.

Сумлӑ йыша Чулхулари чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева, Сарту тӑрӑхӗнчи чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи Сергей Васильев, Эстони ҫӗршывӗнчи Нарва хулинчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Лидия Григорьева, Ямал тӑрӑхӗнчи Муравленко хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн хастарӗ Анатолий Ефремов, Эстони ҫӗршывӗнчи Таллинти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ираида Захарова, Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Людмила Павлова, унти чӑвашсен хастарӗ Надежда Савельева, Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Петр Семенов, Севастопольти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Любовь Тавлуй тата унти чӑваш хастарӗ Анна Тимофеева, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева тата унти чӑваш хастарӗ Надежда Фидикова, Сургут тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Татьяна Толстова, Екатеринбургри чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Оксана Храмцова, Крымпа Севастополь тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Андрей Яковлев лекнӗ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тулӑран санавиаци вертолечӗпе пирӗн ентеше илсе килнӗ. Пуҫне суранлатнӑ арҫын ҫав хуларах сипленнӗ-мӗн, кайран сывалӑхне Шупашкарта ҫирӗплетме шухӑшланӑ.

Шупашкарта санитари вертолечӗ ӗҫленине унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл ав Тулӑна ҫитсе пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ, ӑна Республикӑри клиника пульницине вырнаҫтарнӑ. Пациента ҫакӑн пек инҫтрен санитари машинипе илсе килес тӗк вӑхӑт нумайрах кирлӗ.

Республикӑри ҫынсене те санавиаци пулӑшать. Ҫак кунсенче тепӗр 2 пациента Шупашкарти пульницӑна илсе килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1554, 1555, 1556, 1557, 1558, 1559, 1560, 1561, 1562, 1563, [1564], 1565, 1566, 1567, 1568, 1569, 1570, 1571, 1572, 1573, 1574, ... 4093
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 11

1880
146
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1907
119
Чемей пӑлхавӗ пуҫланнӑ.
1908
118
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...