ЧР Элтеперӗн администрацийӗ валли машинӑсем туянасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Администраци валли ултӑ «Тойота Камри» машина кирлӗ. Аукционри малтанхи хак – 12 миллион та 829 пин те 800 тенкӗ. Апла пӗр машина 2,1 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пуссан машинӑсене 7 кунра илсе килмелле. Вӗсене Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлне илсе ҫитермелле. Унччен унта Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ. Халӗ вӑл – Республикӑри патшалӑх влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен служба.