Хальхи вӑхӑтра ача-пӑчаллӑ ҫемьесене патшалӑх пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшать.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗн укҫине парас йӑла тахҫанах пурнӑҫа кӗчӗ ӗнтӗ. Халӗ тата ашшӗсене те ҫав укҫана пама йышӑннӑ. Ара, пурнӑҫа пӗлмелле мар-ҫке. Амӑшӗ вилсен тӑлӑха тӑрса юлакан ачасем те пулма пултараҫҫӗ е тата ӗҫке ерсе ачисене амӑшӗ пӑрахнисем. Ун пек лару-тӑрура йӗркеллӗ те яваплӑ ашшӗсем ывӑл-хӗрне хӑйсем тӗллӗн ӳстереҫҫӗ.
Амӑш укҫине парасси ҫинчен калакан сертификата 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачисене пӗччен ӳстерекен е 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн, енчен пепкен амӑшӗ Раҫҫей ҫынни мар тата вӑл вилнӗ е ӑна амӑш правинчен хӑтарнӑ пулсан ашшӗсене параҫҫӗ.
Амӑшӗн капиталӗ халӗ пӗрремӗш ачашӑн 483,8 пин тенкӗпе, иккӗмӗшӗшӗн 639,4 пин тенкӗпе танлашать.