Шкулта вӗренекен ачасене вӗренӳ учрежденийӗнче апатланма патшалӑх укҫа уйӑрать. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑха пула килте вӗренекенсем те пур. Вӗсене вара апатшӑн хыснаран пӗр пус та лекмен. Ҫак кӑлтӑка пирӗн республикӑра халӗ пӗтернӗ.
Ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче асӑннӑ категорие кӗрекен ачасене те апатланнишӗн компенсаци пама тытӑнма йышӑннӑ.
Сывлӑха пула шкула каяйман, килте вӗренекен ачасене кунсерен 138 тенкӗ укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫана вӗсен ашшӗ-амӑшне пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрнине шута илсе парӗҫ.
Пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра чире пула 13 ача килте вӗренет.