Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ.
Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ.