Политика
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче лару ирттермелли Пысӑк зала ҫӗнетессине пӑхса тухнӑ. Михаил Васильевич хушнипе залти видеотрансляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Халӗ видеокамера пахалӑхӗ те лайӑхрах. Пӗр камера вырӑнне виҫҫӗ лартнӑ. Унччен видеокамера трибунӑна ҫеҫ кӑтартнӑ, малашне вара кашни депутата сӑнама май пулӗ. Халӗ ларӑва онлайн мелпе кирек мӗнпе те – компьютерпа, смартфонпа, планшетпа – курма пулать, тӗнче тетелнӗ кӗмелли май кӑна пултӑр. «Хушма видеокамерӑсем ларӑва килмен депутатсене те кӑтартӗҫ, ку вара дисциплинӑна хӑнӑхтарӗ», - ҫапла палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, раштавӑн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрне палӑртни пирки хушу алӑ пуснӑ. Элтепер адмнистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫа Михаил Богаратов йышӑннӑ. Аса илтерер: Михаил Богаратов чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Паянтан вӑл – спорт министрӗ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ ертӳҫе тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ, ун умне тӗллевсем лартнӑ. «Чӑваш Республики – спортпа туслӑ регион. Малашлӑхра спортпа туслӑ ҫынсем тата ытларах пуласса шанатӑр», - тенӗ Михаил Васильевич Михаил Богаратова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Алексей Шурчанов айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Палӑртмалла: Алексей Шурчанов – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов-кӗҫӗнни «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорне Игорь Нарышкина ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗнче тӗп списока кӗртме шантарнӑ, куншӑн унран 547 пин тенкӗ илнӗ. Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахне тытман. Малтан коммерци подкупӗ тесе пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах судра ӗҫе урӑх статьяпа (улталани) пӑхса тухнӑ, мӗншӗн тесен Шурчанов-кӗҫӗннин чӑннипе Игорь Нарышкина списока кӗртмелле майсем те пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Светлана Ананьева сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ те пулнӑ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне ӗнертенпе Светлана Ананьева пурнӑҫлать. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма шанчӗҫ. Ҫав должноҫре вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑрӑшрӗ. Ӗнер Светлана Ананьевӑна пулӑшуҫӑ должноҫӗнче хӑтарнӑ. Ӗнерех ӑна экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Чӑваш Енӗн вице-министрӗнче тата министрта тӑрӑшнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе Раҫсейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн пресс-секретарьне тата Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Икӗ должноҫре ӗҫлеме «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналистне Валентина Алексеевӑна шаннӑ. Валентина Алексеевӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта палӑртнипе килӗшӳллӗн документ Михаил Игнатьев республика пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта вӑйра тӑрать. Палӑртса хӑвармалла, юлашки икӗ уйӑх Михаил Васильевич пресс-секретарьсӗрех ӗҫленӗ. Ҫак должноҫре 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара вӑй хунӑ Светлана Каликовӑна юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енӗн информполитика министрӗн ҫумӗнче тимлет. ЧР пуҫлӑхӗн администрацине куҫиччен те Светлана Каликова ҫак министерствӑрах, ҫак должноҫрех ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫине Надежда Беловӑна ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑма пысӑк яваплӑ должноҫе шаниччен ку тивӗҫе Светлана Ананьева пурнӑҫланӑччӗ. Аса илтерер, Элтепере пулӑшма ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ҫирӗплетнӗччӗ. Унччен Светлана Ананьева республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Светлана Ананьевӑна ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ документра ҫырса хунӑ тӑрӑх, Светлана Ананьевӑна урӑх ҫӗре куҫнӑ май ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сар.ru сӑнӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫине Надежда Беловӑна ҫирӗплетнӗ. Ӗнерех унпа тӗл пулнӑ, ӗҫ яваплӑ пулнине, кунта куллен вӗренме тӑрӑшмаллине, республика ертӳҫин ӗҫне-хӗлне туллин кӑтартмаллипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн Правительствин ҫӗнӗ ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ. Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР экономика министрне Владимир Аврелькина Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ. Владимир Аврелькин ЧР Экономика министерствине 2013 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Нина Шпилеваяпа асӑннӑ муниципалитетри Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн Елена Шумилова хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Тавлаштараканни — машина имӗш. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче суйлава хутшӑннисенчен 100 проценчӗпех Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Ҫавӑншӑн ял тӑрӑхне машинӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Транспорта райадминистрацине куҫарма ыйтнӑ. Транспорт налукне, машинӑна тытса тӑма кирлӗ тӑкака ял тӑрӑхӗн хӑйӗн саплаштармалла-мӗн. Ял тӑрӑхӗн депутачӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне майлӑ пулнӑ. Ӑна хӳтӗлеме ыйтса вӗсем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |