Политика
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Владимир Путин Президента Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерствине икӗ ведомствӑна уйӑрма сӗннӗ. Вӗсем ҫӗршыври вӗренӳ ӗҫӗпе ӗҫлӗҫ. Пӗри – Ҫутӗҫ министерстви. Унӑн тивӗҫӗ – пӗтӗмӗшле вӗренӳ ӗҫӗҫен ыйтӑвӗсене татса парасси. Урӑхла каласан, вӑл шкулсемпе тата вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисемпе ӗҫлӗ. Иккӗмӗшӗ – Ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министерстви. Вӑл вара ӑслӑлӑх учрежденийӗсемпе, университетсемпе ӗҫлӗ. Владимир Путин ҫак сӗнӗве ырланӑ, хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра премьер-министр сӗнӗвӗсем пурнӑҫа кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Улатӑр хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхне Михаил Марискина суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха. Унӑн экс-ҫумне Олег Добрынина тата Елена Басюка (ЖКХ управленийӗн экс-директорӗ) та айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май йышӑннӑ амнистипе килӗшӳллӗн айӑплава сирнӗ. Суд тата следстви акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: 2008-2009 ҫулсенче вӗсем хулана 1 миллион та 600 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак укҫана подряд организацисене фиктивлӑ ӗҫшӗн куҫарса панӑ. Укҫа-тенке ТСЖра капюсав евӗр пуҫтарнӑ. 2011 ҫулхи ҫулла тата кӗркунне Марискин хӑйӗн пӗлӗшӗсене тӑватӑ ҫӗр лаптӑкне ҫурт хӑпартмашкӑн панӑ. Ытти ҫынсене (вӗсем те ку ҫӗрпе кӑсӑкланма пултарнӑ) участока парасси пирки пӗлтермен. Экс-пуҫлӑхӑн пӗлӗшӗсем ҫав лаптӑксене йӳнӗрехпе туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сар.ru сӑнӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхне суйласа лартнӑ. Ку должноҫе Владимир Димитриев йышӑннӑ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑл ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, тытӑнӗ. Официаллӑ майпа ҫирӗплетиччен те вӑл ҫак пукан ҫинчех ларнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа контракта ырантан пуҫласа районти улттӑмӗш суйлаври депутатсен пухӑвӗн ӗҫӗ вӗҫлениччен ҫырнӑ. Хальхинче халӑх тарҫисем пурте уншӑн сасӑланӑ, вӗсен вара икӗ кандидатурӑран пӗрне суйлама тивнӗ. Аса илтерер, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне ҫирӗплетессишӗн унччен ирттернӗ конкурсра никама та суйласа лартайманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр 1,4 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӑл деклараци тӑратнӑ. Унӑн арӑмӗ вара унран темиҫе хут ытларах ӗҫлесе илнӗ. Вӑл декларацире 15,5 миллион ытла тенкӗ кӑтартнӑ. Татьяна Ладыкова - экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн регион экономикин тата предпринимательство кафедрин доценчӗ. Вӑл 365 пин тенке яхӑн ӗҫре шалу илнине кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 1500 тата 1218 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Сӑмах май, икӗ ҫул каялла Татьяна Ладыкова 4,26 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ун чухне те вӑл Чӑваш Енри тӳре-шаран чи пуян арӑмӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш политикӗ Юрий Осокин РФ Патшалӑх Думинчи Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран пӗр тӑхтамасӑр кайма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пирӗн ҫӗршыври наци регионӗсенче наци вӗрентӗвне хӗсӗрлекен саккун соавторӗсем пулнӑ депутатсем Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫ мар. Юрий Осокин электронлӑ петици хатӗрленӗ. Вӑл Тутарстана та наци вӗрентӗвӗшӗн кӗрешме чӗнсе каланӑ. «Республикӑсенче наци чӗлхисем вырӑс чӗлхипе пӗр тан, чӗлхе, раса, наци енӗпе нимӗнле дискриминаци те пулмалла мар. Фашистла вӑрҫӑ умӗнхи Нюрнбег саккунӗсене тумашкӑн пирӗн фашистла режим мар», - ҫырнӑ Юрий Осокин. Сӑмах май, вӑл унччен ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та хӑйӗн должноҫӗнчен кайма чӗнсе каланӑ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче Чӑваш Ен интересӗсене Олег Николаев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков депутатсем хӳтӗлеҫҫӗ. Олег Николаевпа Алена Аршинова наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе вӗренме май паракан саккун проекчӗн соавторӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ. «Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев. Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗнче 2017 ҫулта республика Правительстви епле ӗҫлени пирки отчет турӗ. Доклада итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ыйтусем те пулчӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов Михаил Васильевича хӑш-пӗр усламҫӑна хӗсеҫҫӗ тесшӗнни сисӗнчӗ. Ыйтӑвӗнче депутат хӑш-пӗр хушамата асӑнса кайрӗ. Михаил Васильевич Чӑваш Енри усламҫӑсене меллине ӗнентерчӗ. «Сӑрӑ» мелпе ӗҫлекенсене, шалу тивӗҫлипе тӳлеменнисене вара сӑнаса тӑрассине асӑрхаттарчӗ. Сергей Семенов асӑннӑ Михаил Резникова (Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ) патшалӑх награди пама йышӑннине аса илтерчӗ, Владимир Свешников («Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗ) ертсе пыракан предприяти ура ҫинче ҫирӗп тӑнине, Анатолий Князевпа (Коми Республикинчи ял хуҫалӑх министрӗ) унччен те туслӑ пулнине, халӗ те туслине палӑртрӗ. Сергей Семенова та никам та кӳрентермен терӗ. |
Политика
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем иртнӗ ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци панӑ. «Халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов пулса тӑнӑ, чи сахал ӗҫлесе илекенни вара — Вячеслав Соловьев. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи «Элара» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗн Андрей Угловӑн тупӑшӗ пӗлтӗр 38,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне депутатӑн харпӑрлӑхӗнче «Porshe Panamera» ҫӑмӑл машина тата икӗ хваттер пур. 2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе республикӑри чи пуян депутат пулнӑ Олег Мешков вара ку хутӗнче унчченхинчен виҫӗ хут сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти эрехпе ликер савучӗн тата «Агро-Инвест» пӗрлӗхӗн ертӳҫи 6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пек курӑнать. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 28 пин тӑваткал метр ҫӗр, 811,7 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ пурӑнмалли ҫурт, тӑватӑ хваттер, вунӑ хуралтӑ, чукун ҫул, йывӑр тиевлӗ тӑхӑр машина, автовышка, автобус, икӗ автофургон тата тӑватӑ прицеп. Арӑмӗн енчӗкне вара иртнӗ ҫул 41,4 миллион тенкӗ кӗнӗ. Унӑн 27 транспорт хатӗрӗ пур. Депутатсенчен чи сахал укҫа ӗҫлесе илнӗ Вячеслав Соловьев вара «Песок» пӗрлешӳре юрист пулса ӗҫлет, унӑн тупӑшӗ — 140 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Халӑх сасӑлавӗ пырать. Ҫынсем Элтепере мӗнле шаннине, пурнӑҫ шайне, регион сӑн-сӑпатне, коррупципе мӗнле кӗрешнине, информаци уҫӑлӑхне, ҫулсен пахалӑхне тата ыттине балл лартса кӑтартма пултараҫҫӗ. Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен халӑх танлаштарӑмӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Ен ҫыннисем унӑн ӗҫӗ-хӗлне 5 балран 3,3 балпа хакланӑ. Сасӑлав малалла пырать-ха. Эппин, эсир те Элтепере паллӑ лартса пама пултараҫҫӗ. Халӑх Элтепере шанать-и? Ҫынсем ҫакна 3 балпа хакланӑ, пурнӑҫ шайне – 3,07 балпа, коррупципе кӗрешнине – 3,2 балпа. Пӗтӗмӗшле илсен, сасӑлава Чӑваш Енри 150 ҫын хутшӑннӑ. Элтепере балл лартса парас тесен ҫак ссылкӑпа куҫмалла: http://governors.ru/glava-regiona/Chuvashskaya-Respublika/Ignatev-Mikhail-Vasilevich#pub_rating. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ялтӑна вӗҫсе кайнӑ. Вӑл унта Пӗтӗм тӗнчери IV канашлӑва хутшӑнать. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Ялтӑра Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енри делегацие Михаил Игнатьев ертсе пырать. Крым Республикин Правительствин пайташӗсемпе 2018-2020 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗпе Крым Республикин Министрсен канашӗ хушшинче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |