Политика
![]() Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Муракаш районӗнчи Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе те усӑ курнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивнӗ. Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, должноҫри сӑпат канмалли кунсенче та служба автомобилӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Вӑл машинӑна ларса администраципе ҫыхӑнман ӗҫсене тума ҫӳренӗ. Пуҫлӑха административӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна куншӑн асӑрхаттару панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ. Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ. Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ. Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Ладыков. cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ. Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен. Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ валли пресс-секретарь тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Унччен ку должноҫра Светлана Каликова ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ку вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Валентина Алексеева ӗҫлеме килнӗ. Анчах вӑл нумай тытӑнса тӑман – кайнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ку должноҫ валли ҫын суйламашкӑн конкурс ирттерме палӑртӑччӗ. Анчах вӑл пулман, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидатран сахалрах заявка панӑ. Ҫапла майпа Элтепер пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пресс-секретарьсӗр ӗҫленӗ темелле. Паянхи кунран пресс-секретарь тивӗҫне Олег Сидоров вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑнать. Вӑл 2016 ҫултанпа федераци депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ку должноҫе текех йышӑнмӗ. Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫак йӗркесен авторӗ район администрацийӗн сайтне юриех тишкерчӗ. Сити-менеджер тивӗҫне кам пурнӑҫлассине хальлӗхе асӑнман. Юрий Боголюбов хушаматне вара район администрацийӗн структуринчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян 14 сехетре Улатӑрта Депутатсен пухӑвӗ иртмелле иккен. Пуҫлӑх пулма вӑхӑтлӑха кама шанассине, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта палӑртӗҫ. Улатӑр хула администрацине ертсе пыма Юрий Боголюбова 2018 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Сити-менеджер хӑмӑтне тӑхӑниччен Юрий Боголюбов хулари пульницӑн тӗп врачӗ пулса ултӑ ҫул ытла ӗҫленӗччӗ. Сити-менеджерта Юрий Боголюбов умӗн тимленӗ Александр Седовпа Александр Герасимов та ҫав должноҫра ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн ЛДПР депутачӗ Константин Степанов Шупашкарти ШӖМ умне пӗчченех пикета тухнӑ. Вӑл «Свободу Ивану Голунову» (чӑв. «Иван Голунова – ирӗклӗхе») тесе ҫырнӑ плакат йӑтнӑ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикет йӗркеллех иртнӗ, пӗр полицейски пырса унӑн ятне-шывне ҫырса кайнӑ. Ун патне Голунов пирки пӗлекен ҫынсем те пырса кайнӑ. Депутат хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: «Журналист коррупци тата ритуаллӑ пулӑшу тытӑмӗнче скандаллӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Маншӑн оппозици МИХӗн журналисчӗ юраман япаласем йӑтса хула тӑрӑх ҫӳрени питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Ҫакна ӑссӑр ҫын ҫеҫ тума пултарать. Кунашкал тӗрӗслев ирттерекен журналист кун пек йӑнӑш тума пултарнине ӗненес килмест». Палӑртмалла: Иван Голунова ҫӗртмен 6-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотиксемпе ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Журналиста хавхалантаракан пикетсем халӗ ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ темелле. Унта хутшӑнакансен шухӑшӗпе, Голунов айӑплӑ мар. Халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре аслӑ шкул вӗрентекенне министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 460-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунта сӑмах Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Ҫак должноҫе Елена Быковӑна шаннӑ. Министерствӑри пукана йышӑниччен Елена Михайловна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Наталия Яхатинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Наталия Тимофеева министр Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин ҫумсемпе юлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта политикӑн машинине кислотапа сапнӑ. Ку пӗрремӗш хут пулман-мӗн. Оппоизицинерӑн ГАЗельне такамсем унччен те кислотапа сапнӑ иккен. Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ун чухне политикӑн машини стоянкӑра тӑнӑ. Ҫакна та каламалла: оппозиционерӑн машини ҫинче хальхи влаҫа хирӗҫ пулнине кӑтартакан плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ. «Кислота пирки калас тӑк, ку пӗрремӗш пулӑм мар. Пӗрремӗшӗ пушӑн 1-мӗшӗнче хула администрацийӗ умӗнче пулчӗ. Ун чухне тепӗр икӗ уйӑхран кӑна маскӑллӑ палламан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ», - каласа панӑ Шупашкар ҫынни. Пӗрремӗш хутӗнче политик 98 пин тенкӗлӗх шар курнӑ, хальхинче вара – 10 пин тенкӗлӗх. Ҫитменнине, хальхинче такамсем икӗ кустӑрмана ҫӗҫӗпе каснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ валли халӗ те пресс-секретарь тупайман, ӑна шыраҫҫӗ-ха. Палӑртмалла: ку должноҫ «ертӳҫӗ» категорие кӗрет. Вӑл Элтепер хушӑвӗсене пурнӑҫлать. Пресс-секретаре Элтепер ӗҫе илет, ӗҫрен кӑларать. Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче стаж пулмалла е специальноҫпе 4 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче ирттерме планланӑ. Аса илтерер: унччен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Светлана Каликова пулнӑ. Михаил Игнатьев ӑна пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче, должноҫа «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Валентина Алексеева йышӑннӑ. Анчах вӑл нумаях ӗҫлемен – виҫӗ эрнерен хӑйӗн унччченхи ӗҫ вырӑнне кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗсем тинех ҫӗнӗ хуҫана тупнӑ. Асӑннӑ район администрацине ертсе пынӑ Андрей Павлова пуҫиле статьяпа айӑпласа колони-поселение ӑсатнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ тӑчӗ. Паян вара тинех пуҫлӑх пулма тивӗҫ ҫынна тупнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ хуҫа кам пулассине унчченех тӗшмӗртӗнччӗ-ха. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑри комисси пайташӗсем кандидатурӑсене тишкернӗччӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев пулнӑччӗ. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче шӑпах Игорь Николаева пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |