Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ тӗлӗшпе темиҫе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Софья Савнеш 27.01.2020 19:15 | 293 хут пӑхнӑ
Политика
astrakhanfm.ru сайтри сӑн
astrakhanfm.ru сайтри сӑн

ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Александр Ефремов тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ унччен те ун тӗлӗшпе должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫак статьяпах ҫӗнӗ фактсем уҫӑлнӑ.

Следстви шухӑшӗпе, 2017 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, эксперт комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, вӑл коммерци организацине Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр ҫывӑхӗнчи вӑрман участокӗнче 2017 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2018 ҫулхи авӑнччен хӑйӑр кӑларма ирӗк панӑ. Фирмӑн вара ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе усӑ курмалли лицензи 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗтнӗ. Ҫапла майпа хӑйӑр кӑларни ҫутҫанталӑка 5 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.

Ҫавӑн пекех 35-ри Александр Ефремов патшалӑха 22 миллион ытла тенкӗ тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене пӗр производствӑна пӗрлештернӗ.

#политика, #Сӑр, #Ҫӗмӗрле районӗ, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Правительствӑна отставкӑна янӑ
2020, 01, 16
Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ
2020, 01, 19
Ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма шаннӑ
2020, 01, 22
Чӑвашла пӗлет, ялта ӳснӗ тесе ырланӑ
2020, 01, 26
Чӑваш Ене Шадриков ертсе пырӗ-и?
2020, 01, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org