Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗршыв Правительствине отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен тивӗҫе унчченхи министрсемех пурнӑҫлӗҫ.
Дмитрий Медведев премьер-министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне ҫӗршыв пуҫлӑхӗ ҫирӗплетӗ.
Владимир Путин ӗнер Правительствӑн кивӗ йышӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Унта Дмитрий Медведев премьер-министр Президент РФ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура Конституцие улшӑну кӗртмеллине палӑртни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Правительствӑна отставкӑна янӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ертӳҫӗне ик эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле. Ҫӗнӗ премьер-министрӑн пӗр эрнерен кая юлмасӑр Правительствӑн ҫӗнӗ пайташӗсене сӗнмелле.
Владимир Путин премьер-министр пулма Федерацин налук службин пуҫлӑхне Михаил Мишустина сӗннӗ. Унӑн кандидатурине Патшалӑх Думи паян пӑхса тухӗ.