Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ Михаил Игнатьевшӑн ҫӑмӑл пулмарӗ. Пӗрре вӑл Пичет кунӗнче ӑнӑҫсӑр каланӑ сӑмахпа ята кӗчӗ, тепре — МЧС офицерне машина уҫҫине тыттарнӑ чух. Пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн журналистсенчен каҫару та ыйтрӗ, икккӗмӗшӗ хыҫҫӑн шӳтлерӗм, Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсене капашсӑр хисеплетӗп тесе тесе ӑнлантарчӗ. Апла-и,к апла-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партире «шӳте» ӑнланмарӗҫ. Машина уҫҫине панӑ чух офицерӑн ҫӳлелле сиксе илме тивнине хурларӗҫ. Парти пайташӗн ятне ярать тесе йышӑнчӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен кӑларма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |