Политика
Ҫӗнӗ Шупашкар админстрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗччен хӑйне преми парасси пирки тӑватӑ хутчен хушу кӑларнӑ. Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх. Анчах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кунашкал распоряжени паман та. Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР финанс министрӗн ҫумӗ Светлана Иванова ку должноҫра 5 ҫул ӗҫленӗ. Паянтан вара вӑл ку пукана йышӑнмасть. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин Светлана Ивановӑна ӗҫрен кӑларасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ, документа республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. Палӑртмалла: Светлана Иванова ЧР финанс министрӗн ҫумӗн пуканне 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче йышӑннӑ. Республикӑри министерствӑсенче тӗрлӗ должноҫра 1985 ҫултанпа вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Анатолий Аксаков Сергей Семенов депутата саламланӑ самант Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ҫав уява халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать пулсан, REGNUM информаци агентстви парламент юбилейӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене ҫеҫ чысланине асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Александр Андреев коммунист та пӗлтернӗ. Депутатсене уйӑрса чысланине РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцирен) та асӑрханӑ. Вӑл парламентӑн кӗҫӗн палатин Тав хучӗпе виҫӗ депутата, ҫав шутра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫине Юрий Кислова, чысланӑ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн спикерне Альбина Егоровӑна Анатолий Аксаков чӑваш парламенчӗн мӗнпур ултӑ созыври депутатне Игорь Молякова сехет парнелеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Муракаш районӗнчи Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе те усӑ курнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивнӗ. Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, должноҫри сӑпат канмалли кунсенче та служба автомобилӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Вӑл машинӑна ларса администраципе ҫыхӑнман ӗҫсене тума ҫӳренӗ. Пуҫлӑха административӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна куншӑн асӑрхаттару панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ. Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ. Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ. Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Алексей Ладыков. cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ. Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен. Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперӗ валли пресс-секретарь тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Унччен ку должноҫра Светлана Каликова ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ку вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Валентина Алексеева ӗҫлеме килнӗ. Анчах вӑл нумай тытӑнса тӑман – кайнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ку должноҫ валли ҫын суйламашкӑн конкурс ирттерме палӑртӑччӗ. Анчах вӑл пулман, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидатран сахалрах заявка панӑ. Ҫапла майпа Элтепер пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пресс-секретарьсӗр ӗҫленӗ темелле. Паянхи кунран пресс-секретарь тивӗҫне Олег Сидоров вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑнать. Вӑл 2016 ҫултанпа федераци депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ку должноҫе текех йышӑнмӗ. Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫак йӗркесен авторӗ район администрацийӗн сайтне юриех тишкерчӗ. Сити-менеджер тивӗҫне кам пурнӑҫлассине хальлӗхе асӑнман. Юрий Боголюбов хушаматне вара район администрацийӗн структуринчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян 14 сехетре Улатӑрта Депутатсен пухӑвӗ иртмелле иккен. Пуҫлӑх пулма вӑхӑтлӑха кама шанассине, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта палӑртӗҫ. Улатӑр хула администрацине ертсе пыма Юрий Боголюбова 2018 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Сити-менеджер хӑмӑтне тӑхӑниччен Юрий Боголюбов хулари пульницӑн тӗп врачӗ пулса ултӑ ҫул ытла ӗҫленӗччӗ. Сити-менеджерта Юрий Боголюбов умӗн тимленӗ Александр Седовпа Александр Герасимов та ҫав должноҫра ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Патшалӑх Канашӗн ЛДПР депутачӗ Константин Степанов Шупашкарти ШӖМ умне пӗчченех пикета тухнӑ. Вӑл «Свободу Ивану Голунову» (чӑв. «Иван Голунова – ирӗклӗхе») тесе ҫырнӑ плакат йӑтнӑ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикет йӗркеллех иртнӗ, пӗр полицейски пырса унӑн ятне-шывне ҫырса кайнӑ. Ун патне Голунов пирки пӗлекен ҫынсем те пырса кайнӑ. Депутат хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: «Журналист коррупци тата ритуаллӑ пулӑшу тытӑмӗнче скандаллӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Маншӑн оппозици МИХӗн журналисчӗ юраман япаласем йӑтса хула тӑрӑх ҫӳрени питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Ҫакна ӑссӑр ҫын ҫеҫ тума пултарать. Кунашкал тӗрӗслев ирттерекен журналист кун пек йӑнӑш тума пултарнине ӗненес килмест». Палӑртмалла: Иван Голунова ҫӗртмен 6-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотиксемпе ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Журналиста хавхалантаракан пикетсем халӗ ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ темелле. Унта хутшӑнакансен шухӑшӗпе, Голунов айӑплӑ мар. Халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енре аслӑ шкул вӗрентекенне министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 460-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунта сӑмах Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Ҫак должноҫе Елена Быковӑна шаннӑ. Министерствӑри пукана йышӑниччен Елена Михайловна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Наталия Яхатинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Наталия Тимофеева министр Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин ҫумсемпе юлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |