Политика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ. Енсем республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи тата парламентари республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тӗплӗн канашланӑ. «Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килӗшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене, РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче тӑрӑшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ», — Олег Николаев сӑмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑтартнӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Икӗ ен малашне те проектсене пурнӑҫа кӗртессипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗнчен кӑларнӑ. Аса илтерер: ӑна ҫав пукана 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн ун чухнехи Элтеперӗ Михаил Игнатьев «тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» тав тунӑччӗ. Республика Элтеперӗн Администрацине куҫиччен Валерий Филимонов Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн спикерӗ пулса ӗҫленӗччӗ. Паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Валерий Филимонова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Олег Николаевӑн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ Татьяна Михайловӑна ку ӗҫрен кӑларнӑ. Мӗн сӑлтавпа ҫапла йышӑннине паянхи 29-мӗш номерлӗ йышӑнура асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе тата фракци пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта Олег Николаев халӑхӑн тӗрлӗ категорине паракан социаллӑ тӳлевсене индексацилес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Ӗҫлев тата Финанс министерствисене маларах асӑннӑ тӗллевпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине ҫывӑх вӑхӑтра шутласа пӑхма хушнӑ. Хыснана улшӑну кӗртнӗ чухне социаллӑ тӳлевсене индексацилеме укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн. Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, инфляци пӗр вырӑнта тӑман, социаллӑ тӳлевсене вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ индексацилемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Правительство канашлӑвӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Правительствин тытӑмне улӑштарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Чӑваш Енре Промышленность тата энергетика министерстви туса хунӑ. Асӑннӑ енпе яваплӑх ҫапла вара Экономика министерствинчен тата Стройминран ҫӗнӗ министерствӑна куҫӗ. Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Юстици енӗпе ӗҫлекен комитета ҫаврӑннӑ. Экономика, промышленность тата суту-илӳ министерстви малашне Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ. Туризм функцине Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинчен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине панӑ. Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫленӗ министерство унчченхиллех Патшалӑх комитечӗ пулса тӑнӑ. Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫине тиенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн хуралҫи те тек администрацире ӗҫлемест. Унта ӗҫсене йӗркелесе пыраканӗ те пулнӑскер ӗҫрен кайнӑ. Владислав Кротов Михаил Игнатьевӑн хуралҫинче тӑрӑшнӑ, 2016 ҫул вӗҫӗнче ӑна ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ туса хунӑ. 2018 ҫулхи кӑрлачра вара ӑна Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫине куҫарнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ӗҫсене йӗркелекенӗ пулнӑ. Владислав Кротов Элтеперпе пӗрле Атӑл хӗрринче чупнине, велосипедпа ярӑннине пӗрре мар куракансем пулнӑ. Вӑл Чӑваш Ен правительствин хоккей командинче те вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
yandex.by сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Павел Иванова паян ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн 19-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ пулма Павел Иванова пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Павел Иванов И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. РФ Правительствин Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче, Финанс университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пулӑшуҫи пулнӑ. ЧР финанс министрӗн ҫумӗ пулса, Тулашэкономбанкра, Перекет банкӗнче ӗҫленӗ опыт та пур. Павел Иванова республикӑн финанс министрӗн ҫумне лартӗҫ сӑмах та тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енри паллӑ политика, «Тӗрӗслехшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова РФ Патшалӑх Думине сӗннӗ. Кун пирки асӑннӑ парти ертӳҫи Сергей Миронов каланӑ. «Пӗлӗвӗпе вӑл — философ, ман пекех Питӗрти университетра вӗреннӗ», – ырланӑ Миронов Молякова. Тӗп суйлав комиссине документсене ҫывӑх вӑхӑтра ҫитеррӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин РФ Патшалӑх Думинчи манданчӗ Олега Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Игорь Моляковпа калаҫса курнисем вӑл ӑслине палӑртаҫҫӗ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ. 1983 ҫулта Лениградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи наукисен кандидачӗ, доцент. 4 монографи тата ӑслӑлӑх журналӗсенчи 30 статья авторӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне мӗнпур ултӑ созывра суйланнӑ пӗртен-пӗр депутат вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Евгений Селиванов. Cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьевӑн канашҫисем пулнисене ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла вара республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн канашҫисем пулнӑ Александр Владимиров («Агарикус»акционрсен уҫа обществи), Ярослав Кузнецов («Ренова Оргсинтез» акционерсен хупӑ обществи), Николай Николаев (Федерацин травматологи, ортопедипе эндпротезировани центрӗ), Михаил Петров («Малалла» ял хуҫалӑх эртелӗ), Сергей Колесников («ТехноНИКОЛЬ» корпораци), Лев Кураков (ЧПУн ректорӗ пулнӑскер), Владимир Иванов (Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ), Роман Караулов («Холдинг КиПиАй» предприяти), Владимир Крупнов, Евгений Селиванов (Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗ) текех канашҫӑсем мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
yandex.kz сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн пулӑшуҫисен тивӗҫне пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи йышӑнусемпе Олег Николаева пулӑшма Иван Даренкова, Татьяна Михайловӑна, Иван Филиппова, Георгий Какабадзене ҫирӗплетнӗччӗ. Халӗ, ав, тата тепӗр йышӑну тунӑ. Пулӑшуҫӑн тивӗҫне пурнӑҫлама ку хутӗнче Марина Кудрявцевӑна шаннӑ. Кун пирки 26-мӗш номерлӗ йышӑну тунӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра паян пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн Правительствинче ӗҫленӗ тата тепӗр виҫӗ ҫын министр портфелӗсемсӗр юлнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсенче улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн кадр ылмашӑвӗсем пирки те ҫине-ҫинех пӗлтереҫҫӗ. Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, виҫӗ ҫын — пурте министрсем — ӗҫсӗр юлнӑ. Указсене Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документсене республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Олег Николаев культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Константин Яковлева, ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Иван Исаева тата ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Димитриева Правительство ҫуртӗнчи ҫемҫе пукансемсӗр хӑварнӑ. Маларах Юрий Васильева тата Светлана Енилинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |