Политика
![]() Павел Порфирьева строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Строймин ертӳҫин ҫумӗн пуканне Павел Порфирьев хӑй вӑхӑтӗнче конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх тивӗҫнӗ. Ӑна министерствӑри яваплӑ вырӑна 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче шанса панӑ. Маларах Порфирьев Шупашкар хула администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен строительство министрӗн Павел Даниловӑн икӗ ҫум: Владимир Максимов (пӗрремӗш ҫум) тата Михаил Коледа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |