Политика
zarinray.ru сайтри сӑн Паян, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хӑш кун ирттерессине пӑхса тухнӑ. Ӑна Сасӑламалли пӗрлехи кун, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирттерме палӑртнӑ. Палӑртмалла: ЧР Элтеперне 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Унччен ку тивӗҫе Михаил Игнатьев пурнӑҫланӑ. Олег Николаев суйлава партине кӗмен ҫын пек хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – тепӗр суйлав. Ун чухне Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсемшӗн сасӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
a-b-belov.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларнине унӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий ырламан. Кун пирки вӑл «Коммерсант» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ. Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Васильевич Раҫҫейӗн Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитни ӗҫ вырӑнне таврӑнас тенипе ҫыхӑнман. Пушар сӳнтерекен машина уҫҫи панӑ чух Михаил Игнатьев, чӑн та, килӗшӳсӗр тытнӑ. Анчах никама та кӳрентерес темен вӑл. Михаил Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев тӑрӑшӑвне ним вырӑнне хуман. Вӑл халӗ никама та кирлӗ. Президент шанӑҫӗнчен тухнӑ теме Михаил Игнатьев экс-Элтепер коррупуципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха лекмен тенӗ Михаил Вансяцкий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пирки Раҫҫейри МИХсем ҫак кунсенче тепӗр хутчен ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫырма пуҫларӗҫ. Ку вӑл, вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, экc-Элтепер хӑйне Владимир Путин Президент отставкӑна яни тӗрӗс маррине ҫирӗплетме Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайрӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Михаил Игнатьев ӗҫлӗх центрӗ урлӑ ӗҫ шырать текенсем те тупӑннӑ. Анчах ку хыпара Михаил Васильевичӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий йышӑнман. «Михаил Васильевич пирки халӗ темле сӑмах та сараҫҫӗ. Ку вӑл — ниме тӑман япала. Вӑл Питӗрте нарӑс уйӑхӗнчепе сипленет, ун апла япаласемпе хӑтланма вӑхӑт ҫук», — тенӗ «Коммерсант» журналиста Михаил Вансяцкий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Щербак (ТАСС) тунӑ сӑн ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Асла суда тавӑҫ панӑ, вӑл хӑйне Элтепер должноҫӗнчен вӑхӑтсӑр кӑларни тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетесшӗн. Тавӑҫри ответчик – Раҫҫей президенчӗ. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ, кунашкал информаци Аслӑ судӑн сайтӗнче тухнӑ-мӗн. РБК журналисчӗсем Михаил Игнатьевпа ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ, анчах лешӗ хуравламан. Тавӑҫа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче панӑ. Суд ларӑвне ҫӗртмен 30-мӗшӗнче палӑртнӑ. РБК ваккачӗ Руслан Коблев каланинчен: «Президентӑн нормативлӑ право акчӗсем тӗрӗс мар пулнине тӑтӑшах ҫирӗплетесшӗн, шанчӑкран тухнӑшӑн отставкӑна янине калакан хушу тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратни юлашки 20 ҫулта пулман. Чылай чух кун пек тавӑҫпа тухмаҫҫӗ, тата япӑхрах пулассине ӑнланаҫҫӗ». Коблев каланӑ тӑрӑх, Аслӑ суд, ахӑртнех, ҫынна шанманни президентӑн ирӗкӗ пулнине палӑртӗ. «Анчах кайран темӗнле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Кунашкал тавӑҫ ҫак ҫын уголовлӑ право тытӑмӗнче мӗн тунине шырамалли сӑлтав та пулаять», - хушса хунӑ РБК ваккачӗ. Аса илтерер: РФ президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперне кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче шанчӑкран тухнӑ тесе отставкӑна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Етӗрне хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Павел Бажайкин та ҫемҫе пуканпа сывпуллашассине пӗлтӗмӗр. «Чӑваш Ен» наци телекуравӗ хыпарланине ӗненсен, хула пуҫлӑхне те республика ертӳҫисенчен кӑшӑлвирусшӑн сӑмах лекнӗ. Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва, чӑн та, республикӑри оперативлӑ штабӑн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче тишкернӗ, ӗнер Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ. Етӗрнере тата Етӗрне районӗнче вирус вӑйлӑ сарӑлнине яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑран кайнӑ ятарлӑ ушкӑн лару ирттернӗ, Етӗрне хулинче вӑл рейда тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларӗҫ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл заявлени ҫырнӑ та-мӗн. Ӑна ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ имӗш. Чӑваш Енри паллӑ журналист хыпарланӑ тӑрӑх, Андрей Софроновӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Етӗрне хулинче, ав, кашни ҫӗрмӗш ҫынна ку вирус ернӗ. Амак алхаснине асӑннӑ район Чулхула облаҫӗпе юнашар пулнипе те (унта вара чирлекенсем йышлӑ теҫҫӗ), яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. Район ертӳҫисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманшӑн республика шайӗнче сӑмах лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн спорт тата физкультура министрӗн ҫумне Эльвира Матренинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Эльвира Матренинӑна спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Олег Николаев ӑна пӗрремӗш ҫумран заместитель должноҫӗнче хӑварнӑ. Спорт министрӗн ҫумӗ пулма ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи специалиста Татьяна Рябинӑна куҫарнӑ. Татьяна Рябинина Ял хуҫалӑх министерствинче министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унти ӗҫрен ӑна кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Юрий Арлашкин йышӑннӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Министерство сайтӗнче министр ҫумӗн биографийӗ ҫак самантра ҫукчӗ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, 2006 ҫулта Юрий Арлашкин Чӑвашавтотранс гендиректорӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, 2010 ҫулта – пуҫлӑхӑн ҫумӗнче. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе явап тыттарасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл преступлени туман тесе ӗҫе чарса лартнӑ. Хӑйне пустуйран «турткаланӑшӑн» патшалӑхран 10 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Кайран Юрий Арлашкина РФ Ял хуҫалӑх министерствин автобазин пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттернӗ. Ӑна вӑл республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 100 кун ҫитнине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Пресс-конференци видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе иртнӗ. 40-е яхӑн МИХ кашни редакцирен пӗрер ыйту панӑ, хӑшӗсем икшер те. Пресс-конференци пӗр сехет ҫурӑ ытларах тӑсӑлнӑ. «Пресс-конференцире «пӑта» пулмарӗ, — тенӗ ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатӑн тӗп редакторӗ Александр Белов. — Ҫивӗч калани кирлӗччӗ. «Вырӑнсенчи» ыйтусем кӑмӑлсӑрлантараҫҫӗ. Вӗсене халӑхпа тӳрӗ лини ирттернӗ чух валли хӑвармаллаччӗ». Тимӗр Акташ журналиста Олег Николаевӑн «Интерфакс» информагентствӑпа маларах ирттернӗ калаҫӑвӗ килӗшнӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унта кӑсӑклӑрах ыйтусемпе хуравсем пулнӑ. |
Политика
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннине Чӑва халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑччӗ. Анчах ун чухне Вячеслав Борисова Администраци Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Халӗ ӑна ҫӗнӗ должноҫре ҫирӗплетнӗ. Вячеслав Борисов Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |