Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Алексей Ладыков ҫывӑх вӑхӑтра хӑйӗн пуканӗпе сывпуллашасси пирки сӑмах тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра паян пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпара хальлӗхе официаллӑ майпа ҫирӗплетсе паман-ха. Анчах сӑмах-юмах шайӗнчи хыпар тӗрӗссипе-тӗрӗс маррине ыранах пӗлме май килӗ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗ иртӗ. Унта «халӑх тарҫисем» сити-менеджерӑн заявленине пӑхса тухӗҫ. Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫнӑ май должноҫран хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ иккен. Маларах эпир асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыкова республикӑн вице-премьерӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ пулма шанӗҫ. Полпред пулса халӗ Петр Чекмарев ӗҫлет, вӑл ҫак должноҫра 2008 ҫултанпа тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |