Политика
![]() cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Канашӗ хӑйӗн пӗрремӗш ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем, тӗпрен илсен, йӗркелӳ саманчӗсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – парламент ертӳҫине суйласси. ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулма Леонид Черкесова шаннӑ. Леонид Черкесов юлашки ҫулсенче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ. «Пысӑк шанӑҫшӑн сире, хисеплӗ ӗҫтешӗмсем, тав тӑватӑп. Республика парламентне тухӑҫлӑ ӗҫлеттерессишӗн хамӑн мӗнпур пӗлӳпе, опытпа усӑ курӑп», – тенӗ Леонид Черкесов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |