Политика
![]() Алла Салаева. ep.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Алла Салаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. 150-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Алла Салаевӑна должноҫран хӑтарни вӑл РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Алла Салаева – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Алла Леонидовна 1979 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен историка вӗренсе тухнӑ, 2002 ҫулта — Патшалӑх службин Атӑл-Вятска академийӗнчен. Педагогика наукисен кандидачӗ. Чылай ҫул Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |