Политика
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ Михаил Игнатьевшӑн ҫӑмӑл пулмарӗ. Пӗрре вӑл Пичет кунӗнче ӑнӑҫсӑр каланӑ сӑмахпа ята кӗчӗ, тепре — МЧС офицерне машина уҫҫине тыттарнӑ чух. Пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн журналистсенчен каҫару та ыйтрӗ, икккӗмӗшӗ хыҫҫӑн шӳтлерӗм, Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсене капашсӑр хисеплетӗп тесе тесе ӑнлантарчӗ. Апла-и,к апла-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партире «шӳте» ӑнланмарӗҫ. Машина уҫҫине панӑ чух офицерӑн ҫӳлелле сиксе илме тивнине хурларӗҫ. Парти пайташӗн ятне ярать тесе йышӑнчӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен кӑларма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сӑн авторӗ: Евгений Биятов / РИА Новости Президент администрацине ҫывӑх ҫынсенчен пӗлнӗ информаци тӑрӑх Игнатьев Михаил Васильевич ку е тепӗр эрнерех отставкӑна кайӗ. Ку пирки пӗлтерекен РБК кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх ыйтӑва татса панӑ. Игнатьев влаҫран кӗске вӑхӑт хушшинче пулса иртнӗ икӗ пӑтӑрмах шӑв-шавӗ вӑхӑтӗнче каять. Малтанах вӑл республика влаҫне критиклекен журналистсемпе блогерсем пирки ӑнӑҫлах мар сӑмах каланӑччӗ, кайран вара ИӖМ офицерне ҫӑраҫҫи панӑ чухне пӑтӑрмахлӑ шӑв-шава лекнӗччӗ. Игнатьев айӗнчи ӑшӑ пукан пушанасси ӑна партирен кӑларма пултарасси ҫинчен калаҫусем пуҫланнӑ хыҫҫӑн палӑрнӑччӗ. Тунтикун «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн этика тӗлӗшӗпе парти комиссийӗ пухӑннӑ, вӑл вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхне хӑйсен партийӗнчен кӑларма сӗннӗ. Игнатьева партирен кӑларассине тӗп канашӑн президиумӗ йышӑнмалла, вӑл хӑҫан пухӑнасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. РБК ҫӑлкуҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Ен Элтеперне оставкӑна яма пӑтӑрмахсем сиксе тухичченех йышӑннӑ пулнӑ. Сӑлтавсен йышӗнче Игнатьевӑн рейтингӗ хавшакланнине тата унӑн сывлӑхӗ чиперех мар пулнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кремльте ЧР Элтеперӗпе пулса иртекен пӑтӑрмах пирки пӗлеҫҫӗ, анчах Мускав ҫакна хаклама килӗшмен. Кун пирки РФ президенчӗн Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков РБКна пӗлтернӗ. «Пӗлетӗр-и: комментарисӗр хӑварӑп. Паллах, эпир пӗтӗм эпизод, тӗрлӗ шухӑш пирки пӗлетпӗр, анчах эпӗ кӑна хакламӑп», - тенӗ Дмитрий Песков. Аса илтерер: Михаил Игнатьев Пичет кунӗнче питех хитре мар каласа хунӑ, каярахпа Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсене машина уҫҫи панӑ чухне офицера йытӑ пек сиктернӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
astrakhanfm.ru сайтри сӑн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Александр Ефремов тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ унччен те ун тӗлӗшпе должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫак статьяпах ҫӗнӗ фактсем уҫӑлнӑ. Следстви шухӑшӗпе, 2017 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, эксперт комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, вӑл коммерци организацине Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр ҫывӑхӗнчи вӑрман участокӗнче 2017 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2018 ҫулхи авӑнччен хӑйӑр кӑларма ирӗк панӑ. Фирмӑн вара ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе усӑ курмалли лицензи 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗтнӗ. Ҫапла майпа хӑйӑр кӑларни ҫутҫанталӑка 5 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ. Ҫавӑн пекех 35-ри Александр Ефремов патшалӑха 22 миллион ытла тенкӗ тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене пӗр производствӑна пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
newtimes.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнине итлес текен журналистсен списокӗ хатӗр. Вӗсем пурте аккредитаци тухнӑ. Ҫак списокра ют ҫӗршыври МИХ тытӑмӗнче ӗҫлекен те пур. Шупашкара Би-би-син Раҫҫейри службин журналисчӗ Илья Барабанов килме кӑмӑл тунӑ. Асӑннӑ МИХ Британири, тӗнчери тата Раҫҫейри хыпарсене пӗлтерсе тӑрать. Хамӑр ҫӗршыврисенчен «Известия» мультимедипе информаци центрӗнче ӗҫлекен Алексей Полторанин тата Дмитрий Тимофеев хутшӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗнчен 18 ҫын аккредитаци тухнӑ. Ытти хаҫат-журналта тӑрӑшакансем те пур списокра. Оппозици текен МИХсенчен — «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат тата «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫат (Алексей Кряжинов). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма шухӑшламасть. «Чӑваш Республикин халӑхне чунтан хисеплетӗп. Анчах мана кӳршӗллӗ регион пуҫлӑхне лартасси ҫинчен калакан сӑмах — шухӑшласа кӑларнӑ сас-хура. Эпӗ тӑван Тутарстанра Рустам Нургалиевич командинче малалла ӗҫлӗп», — тенӗ вӑл «Татар-информ» информаци агентствине. Аса илтерер: «Симбирский шугожор» телеграмм-канал Чӑваш Ене Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ. Михаил Игнатьев пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен ертӳҫи пирки МИХсенче тӗрлӗ хыпар сарӑлчӗ. Сӑмах май каласан, ҫӗршыв ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков Михаил Игнатьева хакласа калама тытӑнса тӑнӑ тесе пӗлтернӗ «Газета.Ru» паян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Олпг Николаев. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма Олег Николаев тивӗҫ тесе шухӑшлать. Ҫакӑн пирки кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 360tv.ru пӗлтернӗ. Парламентари каланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутатсемпе килӗштерсе ӗҫлемест, вӗсен пулӑшӑвне йышӑнмасть. Хамӑр енчен ҫакна пӗлтерер: Анатолий Аксаков та, Олег Николаев та — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем. Олег Николаев пирки Аксаков: «Вӑл хӑвӑрт аталанать, чӑвашла пӗлет, ялта ӳснӗ, республика правительствинче ӗҫленӗ, бизнес ыйтӑвӗсене лайӑх пӗлет, строительство тата экономика пӗлӗвӗ илнӗ. <…> Вӑл республикӑна урӑхла пултарасшӑн», — тенӗ. Ҫак эрнере Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин Национальноҫсен енӗпе ӗҫлекен комитетне ертсе пыма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарлаҫҫӗ. Шел те, ыррипе мар. Михаил Васильевич пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Элтепер мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева Михаил Васильевич отставкӑна каймӗ тесе журналистсене ӗнентернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах 73online.ru паян пачах урӑхла хыпарланӑ. «Симбирский шугожор» телеграмм-канал пирӗн региона Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ. Александр Шадриков ячӗ Чӑваш халӑх сайтне вулакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Унӑн кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать, Шадриков ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа туслӑ тесе иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри пӗлтернине кура эпир те хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
5-tv.ru тунӑ видео скринӗ ЧР Элтеперӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин офицерне машина уҫҫи панӑ чухне ҫӳлелле сикме хушни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ку ролик пирки Раҫҫейӗпех калаҫаҫҫӗ. «Пиллӗкмеш канал» федераци каналӗн корреспонденчӗсем Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗнчен Лариса Игантьевӑран интервью илнӗ. Вӑл журналистсемпе вырӑсла калаҫнӑ. Цитата илсе кӑтартар: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. Вот пусть проверяют, кто крадет, убивает – вот показали бы вы это. Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное – ерунда!» Лариса Игнатьева каланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ ҫапла майпа шӳтлеме шутланӑ, мӗншӗн тесен ҫав ҫынна вӑл пӗлет. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ролике мӑшӑрне лайӑх мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерес тесе монтаж тунӑ. Интервьюна ҫак каҫӑпа кайса курма пулать: https://www.5-tv.ru/news/281090/eto-vse-erunda-zena-glavy-cuvasii-ovideo-smuzem-zastavivsem-prygat-pozarnogo/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
2020 ҫулталӑк Михаил Васильевичшӑн тем тесен те питӗ йывӑр пуҫланчӗ. Хура кушак ун ҫулӗ урлӑ иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче чупса иртрӗ. «ПравдаПФО» кӑларӑм ун сӑмахӗсем ҫине тирӗннӗ хыҫҫӑн пирӗн Элтепӗре кам кӑна хурламарӗ пуль? ОБСЕ, ООН, «Репортеры без границ» таранах унӑн «мочить» сӑмахӗ ҫитрӗ. Хӑшӗ-пӗри ыйтать те пулӗ? Пурте кун пирки хыпарларӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ вара шӑп тӑрать? Вӑл влаҫран хӑрать-им? Мӗншӗн ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклемест? Сӑлтавӗ вара чӑвашӑн ваттисен сӑмахӗнче: аслисем уксах-чӑлахран кулма хушман. Михаил Васильевича пурте кӗтӳпе тапӑннӑ чухне ман ун тӗлӗшпе шеллев туйӑмӗ кӑна ҫуралчӗ. Унӑн айванлӑхӗнчен кулма пулать, вӑл тарӑн авӑра кӗрсе ӳкнишӗн савӑнма пулать. Анчах та ҫавах та унӑн ҫӗклемӗ пирӗнтен чылайӑшӗсенчен йывӑртарах пулнине шута илесех пулать. Чи пысӑк йывӑрлӑхӗ Михаил Васильевичӑн вара — ун тавра ӑслӑ ҫынсем сахал пулни. Паянхи кун пуҫлӑхра ларса ӑслӑ пулни кирлех те мар вӗт (ман шухӑшпа Мускаврисем шӑп ҫакна тӗпе хурса эксперимент пекки ирттерме шутланӑ) — хӑвӑн ӑсу ҫителӗксӗртерех пулсан канашҫӑсене пух та вӗсен ӑсӗпе ӗҫе пурнӑҫла. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |