Политика
МК тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каллех тӳрӗ лини ирттерет. Хальхинче – Чӑваш наци телекуравӗпе. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Михаил Васильевич Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» тӳрӗ лини ирттернӗ. хальхинче Элтепер республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартӗ, малашнехи плансене уҫӑмлатӗ тата ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Элтепере ыйту парас килсен 56-51-00 номерпе шӑнкӑравламалла. Чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче шӑнкӑравсене 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӗҫленичченех ыйтусене йышӑнӗҫ. Тӳрӗ лини 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
moygorod-online.ru сайтри сӑн «Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи федерацийӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен администрацийӗсен ертӳҫисен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пуҫлӑхсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне тишкернӗ. Иртнӗ танлаштарӑмра Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, 5-мӗш вырӑна куҫнӑ. Иртнӗ уйӑхра федераци тата регион шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернине пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ 5 пинпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ирина Благовидова Улатӑр хула администрацийӗнче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусемпе «ПравдаПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫавна «пенсионерсен реваншӗ» тесе хакланӑ-мӗн. Культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулма Ирина Благовидовӑна лартнӑ. Вӑл унччен муниципалитетӑн вулавӑш тытӑмне ертсе пынӑ. Вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче халӗ — ҫул-йӗр инспекцийӗн офицерӗ пулнӑ Юрий Чернышев. Благовидовӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцийӗн ертӳҫинчен унччен статьяпах кӑларса янӑ иккен. «ПравдаПФО» шухӑшланӑ тӑрӑх, Ирина Благовидовӑна ӗҫрен кӑларнине влаҫ партийӗ каҫарман. Юрий Боголюбов сити-менеджера отставкӑна ӑсатнӑ, Благовидовӑна пысӑкрах вырӑн шанса панӑ. Ирина Благовидова 63 ҫулта иккен. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна ӗҫе илессишӗн культура пайӗн пуҫлӑхне Владимирова ӗҫрен хӑтарнӑ. Степанова хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн пек япаласем пулса иртеҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма пултаракан тата тепӗр кандидат ятне асӑннӑ. Ку ҫын — Александр Шадриков. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ тӗшмӗртекен кандидат хальхи вӑхӑтра Тутарстанра ӗҫлет. Вӑл унта — экологи министрӗ. Александр Шадриков кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлама темиҫе сӑлтав пур теҫҫӗ. 42 ҫулти Александр Валерьевич — Тутартстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа ҫывӑх. Чӑваш Енри элитӑпа ҫывӑх хутшӑнусем вӑл йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Юлашки ҫулсенче Александр Шадриков япӑх мар карьера тунӑ. 2018 ҫулта ӑна Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн администрацийӗ социологи тӗпчевӗ ирттерме палӑртнӑ. Теми «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» ятлӑ. Ҫавна май администраци аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 1 миллион та 190 пин те 667 тенкӗ. Аукцион юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 10 кунра республикӑри ҫынсем патне шӑнкӑравласа ыйтӑм ирттермелле. Вӗсен 75 процент - кӗсье телефонӗ, 25 процент стационар телефонӗн номерӗсемпе усӑ курмалла. Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве ЧР Элтеперӗн администрацине раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗччен памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланса 13 сехет ҫурӑра вӗҫленӗ. «Тӳрӗ линие» Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» итлеме май пулӗ. Михаил Игнатьева ыйту парас килет-и? Эппин, 8-900-330-77-99 номерпе шӑнкӑравлӑр. Палӑртмалла: Михаил Васильевич кунашкал «тӳрӗ эфира» 2013 ҫулта Наци радиовӗпе ирттерӗ. Ун чухне Элтепер малтанах ҫырса хунӑ тата электронлӑ почтӑна килнӗ ыйтусене 1 сехет ҫурӑра хуравланӑ. Темиҫе радиоитлекен ҫеҫ шӑнкаравласа ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прессӑра ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакна эпир республикӑри ятлӑ-сумлӑ журналист Александр Белов Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Вӑл вара — Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнинчен. Чӑн та, «Михаил Игнатьев регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен журналистсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Уҫӑ тӗлпулӑва паян регионти МИХсенче тӑрӑшакан 20 ҫын пуҫтарӑннӑ. Журналистсем тӗрлӗ актуаллӑ ыйтусене хускатнӑ, вӗсене республика Пуҫлӑхӗ тӗплӗ хуравсем панӑ», — ӗнентернӗ Элтеперӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче. Ҫак хыпарӑн вырӑсла версийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва «ертсе пыракан» МИХсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Александр Белов хӑй ӗҫлекен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата йыхравламаннине пӗлтернӗ. Журналист хайхи МИХсем тӗлпулу пирки ӗнерех хыпарламаннинчен тӗлӗннӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ҫеҫ кӗске репортаж кӑтартнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Коммерсантъ» хаҫат кӑҫал кӗркунне отставкӑна яма пултаракан регионсен ертӳҫисене тишкернӗ. Кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче хӑш-пӗр кӗпӗрнаттӑр ӗҫсӗр юлма пултарать. Ку вӑл 2020 ҫулта суйлав иртмелли регионсен ертӳҫисене пырса тивмелле. «Коммерсантъ» шухӑшланӑ тӑрӑх, Кремль кӗпӗрнаттӑрсен рейтингне тата вӗсене хирӗҫле рейтингне, влаҫа ылмаштарма ыйтнине, регионсенчи элита тӗрлӗ шухӑшлӑхне, экономика ҫитӗнӗвӗсене шута илӗ. Юлашки темиҫе ҫулта регионсен пуҫлӑхӗсемпе ҫуркунне тата кӗркунне сывпуллашаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ «Ъ» пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Ҫитес ҫул ҫӗршывӑн 17 регионӗнче ертӳҫӗсене суйламалла. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна кайма пултаракан ертӳҫӗсен шутӗнче тесе пӗтӗмлетнӗ «Ъ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ. Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Китай инвесторӗсем Чӑваш Енре савут ҫӗклеме палӑртнипе халӑх ниепле те килӗшмест. Шупашкар районӗсем ку ыйтупа каллех митинга тухасшӑн. Ҫапларах ҫырнӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла. Чӑн та, митинг ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Колосок» ача пахчи умӗнче иртнӗ. Анчах унта коммунистсемпе эсерсем («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») парти пайташӗсем пӗр чӗлхе тупайман иккен. Митинга ирттерекен коммунистсем Игорь Моляков депутата (вӑл — "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти пайташӗ) сӑмах парасшӑн пулман. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Патшалӑх Канашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Вячеслав Рафинова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева тухса калаҫма чарман. Ҫакӑн пек пулса тухнине сӑнакансем коммунистсем влаҫ ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ, вӗсем хӑйсемшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партие сиресшӗн тесе шанманни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |