Политика
Шупашкарта политикӑн машинине кислотапа сапнӑ. Ку пӗрремӗш хут пулман-мӗн. Оппоизицинерӑн ГАЗельне такамсем унччен те кислотапа сапнӑ иккен. Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ун чухне политикӑн машини стоянкӑра тӑнӑ. Ҫакна та каламалла: оппозиционерӑн машини ҫинче хальхи влаҫа хирӗҫ пулнине кӑтартакан плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ. «Кислота пирки калас тӑк, ку пӗрремӗш пулӑм мар. Пӗрремӗшӗ пушӑн 1-мӗшӗнче хула администрацийӗ умӗнче пулчӗ. Ун чухне тепӗр икӗ уйӑхран кӑна маскӑллӑ палламан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ», - каласа панӑ Шупашкар ҫынни. Пӗрремӗш хутӗнче политик 98 пин тенкӗлӗх шар курнӑ, хальхинче вара – 10 пин тенкӗлӗх. Ҫитменнине, хальхинче такамсем икӗ кустӑрмана ҫӗҫӗпе каснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперӗ валли халӗ те пресс-секретарь тупайман, ӑна шыраҫҫӗ-ха. Палӑртмалла: ку должноҫ «ертӳҫӗ» категорие кӗрет. Вӑл Элтепер хушӑвӗсене пурнӑҫлать. Пресс-секретаре Элтепер ӗҫе илет, ӗҫрен кӑларать. Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче стаж пулмалла е специальноҫпе 4 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче ирттерме планланӑ. Аса илтерер: унччен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Светлана Каликова пулнӑ. Михаил Игнатьев ӑна пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче, должноҫа «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Валентина Алексеева йышӑннӑ. Анчах вӑл нумаях ӗҫлемен – виҫӗ эрнерен хӑйӗн унччченхи ӗҫ вырӑнне кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗсем тинех ҫӗнӗ хуҫана тупнӑ. Асӑннӑ район администрацине ертсе пынӑ Андрей Павлова пуҫиле статьяпа айӑпласа колони-поселение ӑсатнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ тӑчӗ. Паян вара тинех пуҫлӑх пулма тивӗҫ ҫынна тупнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ хуҫа кам пулассине унчченех тӗшмӗртӗнччӗ-ха. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑри комисси пайташӗсем кандидатурӑсене тишкернӗччӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев пулнӑччӗ. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче шӑпах Игорь Николаева пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн икӗ ҫумӗн пуканӗсем пӗлтӗртенпех пушӑччӗ. Тинех конкурссем вӗҫленнӗ — яваплӑ должноҫсене йышӑнакансем тупӑннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ тӳре-шарапа Алексей Олегович паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кулленхи канашлура паллаштарнӑ. Ҫапла майпа Иван Кучерявый хула администраци пуҫлӑхӗн архитектурӑпа хула строительствин енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче ЖКХпа хула хӑтлӑхӗн управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса вӑй хума тытӑннӑ. «Связь Банк» банк филиалӗн операци офисӗн директорӗнче тимленӗ Владимир Яковлева хула администраци пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сар.ru сӑнӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Наталия Яхатинӑна должноҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва ӗҫ тӑвакан влаҫӑн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталия Яхатинӑна Чӑваш Республикин юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнчен кӑларасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Наталия Яхатина ку должноҫре 2016 ҫул вӗҫӗнченпе вӑй хунӑ. Унччен вара Чӑваш Енӗн патшалӑх харпӑрлӑхӗн комитетӗнче ӗҫленӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин юстици министрӗн виҫӗ ҫум: Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Севастополь кӗпӗрнаттӑрӗ Дмитрий Овсянников. Рамиль Ситдиков сӑн ӳкерчӗкӗ, РИА Кремль валли халӑх хушшинче хупӑ ыйтӑм ятарласа ирттернӗ иккен. КУн пирки РБК пӗлтерет. Ыйтӑм вӑхӑтӗнче вӑл е ку регионта пурӑнакансем регион пуҫлӑхне епле йышӑннине хакланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, тӳрех палӑртар, килӗшменнисен списокне лекмен. Севастолпольте, Архангельск облаҫӗнче, Коми Республикинче тата Ингушетинче ҫынсем урӑх пуҫлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Мускав ҫыннисенчен пысӑк пайне Сергей Соябинин мэр тивӗҫтерет. Субъектсен ертӳҫисене халӑх влаҫа шанни тӑрӑх хакласси пикри ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ятарлӑ указ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен ертӳҫисене 15 критерие шута хурса хаклӗҫ. Ҫав списокра чи пӗрремӗшӗ — субъектсен кӗпӗрнаттӑрӗсене халӑх шанни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Тӳре-шаран тупӑш декларацине малалла тишкерер. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн енчӗкне те кӗрсе пӑхар. Сити-менеджер, 2017 ҫулпа танлаштарсан, пӗлтӗр 3 процент нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫул енчӗкне 1 420 927 тенкӗ кӗнӗ пулсан пӗлтӗр – 1 465 496 тенкӗ. Унӑн усӑ курмалли 38,1 тӑваткал метрлӑ хваттер пур. Ывӑлӗн вара пысӑкрах – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер. Декларацире мӑшӑрӗ Татьяна Ладыкова ӗҫлесе илнӗ тупӑша кӑтартман. Вӑл кашни ҫулах хулари тата республикӑри чи пуян арӑм пулнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулта Татьяна Ладыкова 15,5 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсенчен 365 пин тенки – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Алексей Ладыков венчет ҫӗррисӗр ҫӳренине асӑрхакансем пулнӑ. Унччен вӑл ӑна тӑхӑнсах ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин те 315 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗр вара унӑн тупӑшӗ нумайрах пулнӑ. 2018 ҫулта Михаил Васильевич тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 5 миллион та 415 пин те 586 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Кунта тӑватӑ ҫул канман отпуска шутласа пани те кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне Элтепер пӗлтӗр 653 пин те 338 тенкӗ илнӗ. Ҫапла майпа унӑн енчӗкӗ пӗтӗмпе 6 миллион та 68 пин те 924 тенкӗпе пуянланнӑ. Элтепер уйӑхне вӑтамран 505 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Элтеперӗн мӑшӑрӗ пӗлтӗр ӗҫре 731 350 тенкӗ илнӗ. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пулнӑ: 5,90 тенкӗ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗртенпе ЧР правительствин пайташӗсен тата ЧР Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент пӗчӗкленмелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑнӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку ӗҫре 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен вӑй хурӗ. Ку таранччен Вячеслав Долгов «Жилкомсервис-1» ертсе пыракан компанин директорӗ пулнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Олимпиада Епифанова та ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх ҫак должноҫре пилӗк ҫул вӑй хунӑ. Ӑна фонд директорӗн пуканне 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Республика Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Андрей Данилова шаннӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи саккунсен ярӑмне вырнаҫтарнӑ. Андрей Юрьевичӑн биографийӗпе паллашас тесе министерствӑн тытӑмне тишкертӗмӗр. Анчах унта министр ҫумӗн должность регламентне ҫеҫ пичетленӗ. Кунсӑр пуҫне сӑнӳкерчӗке лартнӑччӗ. ЧР Стройминӗнче халӗ виҫӗ ҫум: Владимир Максимов (вӑл — пӗрремӗш ҫум), Александр Шевлягин (вӑл — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ) тата Андрей Данилов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |