Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ҫав должноҫе йышӑннисенчен пӗрне, Владимир Дубова, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыҫҫӑнах ӑна Республикин психатри пульницине ертсе пыма шанчӗҫ. Паян министрӑн ҫумӗ пулма Ирина Лисенковӑна ҫирӗплетнӗ. 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗччен вӑл Правительство ҫуртӗнче ӗҫленӗ-ха. Ун чухне сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Кайран Республикӑн стоматологи поликлиникинче йӗркелӳпе методика пӳлӗмӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Аслӑ категориллӗ врач. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ вӑл ята 2010 ҫулта тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |