Политика
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Александр Андриянова тытса чарнӑ. Ҫакна Федераци хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ те ҫирӗплетет. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем тӳре-шарана мӗншӗн тытса чарнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Хӑрушсӑрлӑх служби комментари паман. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине шӑнкӑравласан ку ыйтупа ӗҫсен управляющийӗпе ҫыхӑнма ыйтнӑ. Лешӗ вара ку ыйтӑва хуравлайманнине пӗлтернӗ, ҫапах Александр Андриянов чӑнах та ӗҫ вырӑнӗнче ҫуккине каланӑ. Палӑртмалла: Александр Андриянов администрацире хула строительствин, ЖКХ тата инфратытӑм енӗпе ӗҫлет, ку должноҫа вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн Президиумӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта Словаки Республикипе килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Халӗ Тренчин хулипе ҫыхӑнусем йӗркелес ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Палӑртмалла: Тренчин – туристсен центрӗ, ӑна канакансем килӗштереҫҫӗ. Вӑл Словакин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, Чехипе чикӗленет. Ҫак хулапа ҫыхӑну тытни мӗн парӗ? Депутатсем ҫак ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ йыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Каламалла: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енпе Словаки Республикинчи Тренчин хулипе килӗштесре ӗҫлени пирки килӗшӳ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ. 2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ. Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗнӗ Шупашкарти10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра пурӑнакан арҫын ача ӗнер кӑнтӑрла, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, киле таврӑннӑ – хваттерте вара пушар алхаснӑ. 17 ҫулти арҫын ача шӑп ҫав вӑхӑтра шкултан ҫитнӗ. Хваттере кӗнӗ те тӗпелте ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Вӑл тӳрех пушарнӑйсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать, пушарта никам та шар курман. Ҫулӑм тӗпелти сӗтел-пукана, техникӑна тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» нумай алхасма паман – 5 минутранах ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтран илнӗ сӑн «Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. 2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Кондратьев Чӑваш Ен прокурорӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Мари Элта ҫак должноҫрах ӗҫленӗ Александр Кондратьев йышӑннӑ. Александр Александрович 1989 ҫулта Звенигово районӗнчи прокуратурӑра следовательте стажерта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994-2000 ҫулсенче унтах прокурор ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2007 ҫулта ӑна Мари Эл прокурорӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна ку ӗҫрен кӑларнӑ. Александр Кондратьев ҫӗнӗ должноҫра ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрах, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курма иномарка туянма шутланӑ. Вӑл «тимӗр ута» кредитпа илесшӗн-мӗн. Автосалона Элтепер мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пынӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Васильевича кредит заявкине пӗр банка яма пулӑшнӑ. Банк ӑна ырланӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна вара ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ: Элтепер «Тайота» РАВ 4 маркӑллине суйланӑ, шӑпах ӑна туянасшӑн. Банк кредит пама килӗшсен ҫак иномаркӑпа Михаил Игнатьеван мӑшӑрӗ ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Политика
Уҫӑ ҫыру – Открытое письмо
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ Центральный Совет чувашских старейшин, 428000, пр. Ленина, 15, каб. 208, ЦСЧС
Шупашкар хулин ертӳлӗхне Администрации города Чебоксары
Хаяр Йӑван палӑкне лартас пиркиПо поводу открытия памятника Ивану Грозному
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ хӑйӗн 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи анлӑ ларӑвӗнче Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен хускатнӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӗ. Лару пӗр саслӑн ҫапла йышӑнчӗ: 1. Вак халӑхсен пусмӑрҫи Йӑван патша палӑкне Шупашкарта лартни чӑваш халӑхӗнчен тӳррӗн мӑшкӑллани пулать. Аксакалсен канашӗ Чӑваш тӗпчев институчӗ Шупашкарта ӑна лартмалла мар тенипе пӗтӗмпех килӗшет. Халӑх пусмӑрҫисен палӑкӗсене наци республикисенче уҫнине Раҫҫей халӑхӗсен хальхи пӗрлӗхне аркатас тӗллевпе тунӑ ӗҫ тесе шутлатпӑр. 2. Шупашкарта кама хӑҫан мӗнле палӑк лартмалли программмӑна халӑха пӗлтерме ыйтатпӑр. Чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ Атилла, Кубрат хан, вак халӑхсене ыр суннӑ Пушкин, Бичурин, Лев Гумилев, халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешнӗ Пайтул Искеев, Охадер Томеев, тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ Николай Ашмарин палӑкӗсем халех хатӗрлеме тытӑнмалла. |
Политика
Сар.ru сӑнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков валли тепӗр икӗ ҫум ҫирӗплетме конкурс ирттереҫҫӗ. Хапӑл тӑвакансенчен документсене кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет. Ҫумсенчен пӗри архитектурӑра хула строительствин ыйтӑвӗсене тытса пырӗ, тепри экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлӗ. Ку должноҫсем пӗлтӗртенпех пушӑ. Хула администрацийӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне Надежда Колебановӑна иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Вӑл асӑннӑ должноҫре ҫур ҫул та ӗҫлеймен. Сити-менеджерӑн тепӗр ҫумне Анатолий Павлова ҫурла уйӑхӗнче ӗҫсӗр хӑварнӑ. Ӑна прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кайма ыйтнӑ-мӗн. Палӑртса хӑвармалла: хальхи вӑхӑтра Алексей Ладыковӑн — тӑватӑ ҫум: Алексей Маклыгин, Алла Салаева, Владимир Филиппов тата Юрий Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗн должноҫне «Чӑваш Ен» ПТРК журналистки Валентина Алексеева йышӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ав массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл ӗҫрен кайни пирки ҫырнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайтӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: Валентина Алексеева ку пукана раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахни пирки паллӑ пулнӑ. Элтепер администрацийӗн сайтӗнчи структуринче унӑн ячӗ ҫук, ӗҫрен кайни пирки официаллӑ хушу та курӑнмасть-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |