Политика
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен черетлӗ мар сессийӗ иртнӗ. Унта «халӑх тарҫисем» пенси реформине сӳтсе явнӑ. Тӳрех палӑртмалла: депутатсенчен чылайӑшӗн пенси ӳсӗмне ӳстерессине хирӗҫ мар. «Халӑх тарҫисем» ку ыйтӑва 1 сехет ҫурӑ хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Юлашкинчен 33 депутат реформӑшӑн сасӑланӑ, 5-шӗ хирӗҫ пулнӑ. Тепӗр иккӗшӗ сасӑлама тӑхтанӑ. ЛДПР депутачӗсем ҫӗнӗ реформӑна хирӗҫ сасӑланӑ. КПРФ элчисем вара пенси ӳсӗмӗ тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри референдум ирттерме сӗннӗ. Аса илтерер: 2028 ҫулччен арҫынсен пенси ӳсӗмне 65 ҫула ҫитересшӗн, хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне 63-ре тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл администраци ӗҫӗ-хӗлӗ пирки информаципе тивӗҫлипе усӑ курма май туса паман. Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче почта адресӗ, электронлӑ почта, телефон номерӗсем пулман. Ҫавӑн пекех унта муниципалитетӑн нормативлӑ акчӗсене, вӗсен проекчӗсене вырнаҫтарман. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗ пирки те сведенисем пулман. Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе постановлени ҫырнӑ. Ӑна миравай судьяна пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Леонид Ватковский Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Министр ҫумӗсене республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ палӑртать те, 483-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗн пуканне Леонид Ватковский йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ватковский Ольга Ланцова вырӑнне ӗҫлӗ, мӗншӗн тесен лешӗ декрет канӑвне кайнӑ. 50 ҫулти Леонид Ватковский — Шупашкарти ликерпа водка савучӗн директорӗ пулнӑ Геннадий Ватковский ывӑлӗ. «Стратегия» коммерци банкӗн Шупашкарти филиалне хупиччен унта ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш Енӗн бильярдного спорчӗн федерацине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пенси реформине хирӗҫ ҫӗршывӗпех тӗрлӗ акци ирттерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентин Шурчанов халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Асӑннӑ партин Шупашкарти хула комитечӗ те ҫав кун митинг ирттерме шухӑшланӑ. Хула ертӳҫисем мероприятине Сосновкӑра пухӑнма ирӗк панӑ. Асӑннӑ поселок та Шупашкар территорийӗ шутланни паллӑ-ха, анчах Атӑлӑн леш енне халӑх йышлӑ пухӑнасси иккӗленӳллӗ. Ҫавна май РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва тишкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Юрий Васильев Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗпе наградӑланӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ку хыпара хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ. Юрий Васильева «Тӑван ҫӗршыв тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа чысланӑ. Владимир Путин хушӑвӗ вӑрттӑнскер-мӗн, ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пичетлемен имӗш. Ҫӳллӗ шайри наградӑпа Юрий Васильева ҫеҫ мар, республикӑри хӑш-пӗр пуҫлӑха та хавхалантарнӑ пулать. Маларах асӑннӑ тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, награда пирки асӑннӑ МИХ журналисчӗсем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче кӑсӑкланнӑ. Анчах ку сӑмаха унтисем ҫирӗплетсе те паман, хирӗҫлесе те каламан. Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑннӑшӑн хавхалантарнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи комитечӗсен пӗрлези ларӑвӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ федераци саккунӗн проектне пӑхса тухнӑ. Ларӑва хутшӑннӑ чӑваш парламенчӗн депутачӗсен самайӑшӗ хӗрарӑмсене 63 ҫулччен, арҫынсене 65 ҫулччен пенсие кӑлармалла мар тесе йышӑннӑ. РФ коммунистсен партийӗн пайташӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов пенси реформишӗн кам епле сасӑланинпе паллаштарма Фейсбукра список пичетленӗ. «Халӑхӑн хӑйӗн депутачӗсене, кам мӗнлине, пӗлмеллех», — тесе ҫырнӑ Григорий Данилов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Юрий Пичугин тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти Никита Борисов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмӗ тата Дмитрий Медведевӑн йышӑну пӳлӗмӗ умне пикета пӗччченех тухнӑ. 7-мӗш класра вӗренекен арҫын ача амӑшӗпе мӗн ҫуралнӑранпах 6 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать-мӗн. Вӗсем пурӑнмалли условисене лайӑхлатмашкӑн черете тӑнӑ, анчах вӑл ниепле те шумасть. Хула администрацийӗ вӗсене ҫурт памашкӑн май ҫуккине каланӑ. 4 уйӑх каялла Никита Алена Аршинова патне ҫырӳ ҫырнӑ. Анчах депутат ӑна йышӑнма хирӗҫленӗ, ҫырӑвне илнӗ. Право хӳтӗлевҫи ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: ача Навальный енче пулни Аршиновӑна килӗшмест имӗш. Никитӑсен пӳлӗмӗнчех тепӗр кӳршӗ пурӑнать. Вӑл эпилепсипе чирлӗ. Никита ун валли васкавлӑ медпулӑшу пӗрре мар чӗннӗ. Амӑшӗ Ирина Борисова кӳрши чирлӗ пулнӑран вӗсене пушшех те урӑх кӗтес уйӑрса памалла тесе шухӑшлать. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Никитӑна КПРФ митингӗнче тытса чарнӑ. Вӑл унта «Взятка» хаҫат валеҫнӗ. Хаҫатра вӗсем пӗчӗк пӳлӗмре хӗсӗнсе пурӑнни пирки статья тухнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тутарстан президентне Рустам Минниханова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хушура президента мӗншӗн орденпа чысланине кӑтартнӑ: «туслӑха тата килӗштерсе ӗҫлессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн». Палӑртмалла: Рустам Нургалиевич Тутарстана 2010 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче ертсе пыма тытӑннӑ. Рустам Минниханов Шупашкарта иртекен федераци Сапантуйне килнине пӗлтернӗччӗ. «Чӑваш Республикинче 34 пин тутар пурӑнать. Вӗсем кунта ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра – 116 пин чӑваш, вӗсем хӑйсен чӗлхине вӗренеҫҫӗ, культурине упраҫҫӗ, эпир вара вӗсене пулӑшатпӑр, яланах пулӑшӑпӑр та», - тенӗ Рустам Нургалиевич уявра. Икӗ ен ҫитес ҫул Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уявне» ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех экономика комитечӗсем лару ирттернӗ. РФ коммунистсен партийӗн пайташӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва васкавлӑ йӗркеленӗ. Мероприяти пирки электрон пуштӑпа кӑнтӑрла пӗлтернӗ иккен, вӑл 17 сехетре пуҫланнӑ. Ларура пенсие тухас вӑхӑта тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Коммунистсем ку саккун проектне ырламаҫҫӗ иккен, вӗсен хӑйсен хаклавӗ. Григорий Данилов чӑваш парламенчӗн хӑш депутачӗ епле сасӑланине каярах пӗлтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 5 ҫул ертсе пынӑ Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче федераци тӗрӗслев службин канашҫи пулӗ. Аса илтерер: Алла Владимировна министр пуканне пӗлтӗр, 2017 ҫулта, пушатнӑ. Алла Самойлова министерствӑна ертсе пыриччен Республикӑри ҫемье планламалли тата репродукци центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ, унтан Президент пепкелӗх центрӗнче тӗп тухтӑр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Патшалӑх службинчен кайсан Алла Самойлова «Чувашиякурорт» санатори комплексӗн генеральнӑй директорӗ-тӗп тухтӑрӗ пулнӑ. Халӗ ун вырӑнӗнче Светлана Тюрникова ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |