Политика
Мускаври хӑш-пӗр суйлавҫӑна пуш уйӑхӗн 18-мӗшенчи сасӑлав кунӗнче питех те ӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри предприятисенчен пӗринче туса кӑларакан макарона, пӗр хутаҫне 13 тенкӗпе туяннӑ. «Суйлава кайма илӗртме: Чӑваш Ен Патшалӑх канашӗн ертӳҫи ҫумӗнчен 13 тенкӗлӗх макарон». Ҫапла ятпа dailystorm.ru сайтра вырӑсла материал пичетленнӗ. Статьяна чӑваш парламенчӗн депутачӗн сӑн ӳкерчӗкӗпе тата макарон хутаҫӗпе пуянлатнӑ. Шупашкарти хапрӑк макаронне ҫӗршывӑн тӗп хулинчи 201-мӗш суйлав участокӗ умӗнче сутнӑ. Сутуҫӑсем чек паман имӗш, апла пулин те интернет-кӑларӑм йӳнӗ макарон хуҫине палӑртнӑ. Ӑна Шупашкарти «Вавилон» макаронпа кондитер хапрӑкӗ туса кӑларнӑ. Интернет-кӑларӑм ку предприяти хуҫи Чӑваш Ен Патшалӑх канашӗн депутачӗ Олег Мешков пулнине, вӑл регионта харӑсах темиҫе предприяти тытса тӑнине палӑртнӑ. Депутат предприятийӗсем апат-ҫимӗҫ туса кӑларассипе, юсавпа, куҫман пурлӑхпа, эрех-сӑра кӑларассипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче политика партийӗсем хастарланма, халӑхпа тӗл пулма ӑнтӑлни вӑрттӑнлӑх мар. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Куславккари пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен хулара митинг ирттерме шухӑшланӑ. Вунӑ кун маларах вӗсем ҫырупа вырӑнти тӳре-шара ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ, урамра пӗрле пухӑнма ирӗк ыйтнӑ. Митингсене, паллӑ ӗнтӗ, пули-пулми вырӑнта йӗркелеймӗн — ятарласа палӑртнӑ ҫӗрте кӑна. Куславккара ун пекки — унчченхи «Октябрь» кинотеатр умӗнчи лапам. Ҫыру авторӗсене тепӗр икӗ кунтан район администрацийӗнчен «Молодая гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех урӑх сӗнӳпе тухнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем пролетариат ҫыравҫи А.М. Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине флешмоб ирттерсе уявлама шухӑшласа хунӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФКП райком ҫыруҫи И.Е. Кузнецов тата Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Р.С. Асадуллин унчченхи кинотеатр умӗнче 11 сехетчен тӑнӑ, анчах ҫамрӑксем флешмоба тухман имӗш. «Ҫыравҫӑ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мар, 28-мӗшӗнче ҫуралнӑран васкас темен пулинех? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енри суйлавҫӑсен 77,29% Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать. Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра суйлава ҫул ҫитнисен 76,22% хутшӑннӑ. Республикӑн 15 районӗнче ку кӑртарту 90 процентран та иртнӗ. Ҫавна май Александр Цветков хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ: «Чӑвашра ӑслӑ, политикӑна ӑнланакан, социаллӑ яваплӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ». Палӑртса хӑварар, Раҫҫейре, пӗтӗмӗшле илсен, Владимир Путиншӑн халӑхӑн 76,67% сасӑланӑ. Ку кӑтарту протоколсен 99,75% тишкернӗ хыҫҫӑн паллӑ. Пирӗн республикӑра та иккӗмӗш вырӑнта Павел Грудинин, вӑл 12,3% сасӑ пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — РЛДП лидерӗ Владимир Жириновский (5,29%). Ксения Собчак 1,36% сасӑ пуҫтарнӑ. Максим Сурайкиншӑн суйлавҫӑсен 0,7% сасӑланӑ. Борис Титов — 0,57%, Григорий Явлинский 0,56%, Сергей Бабурин 0,53% сасӑ пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Паян Чӑваш Енре те Раҫҫей Президентне суйлаҫҫӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗ саккӑр ҫитнӗ-ҫитменех мӗнпур 1177 участок ӗҫлеме тытӑннине пӗлтерчӗ. Суйлава халӑх йышлӑн пыни курӑнать. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче хальлӗхе 15 сехет тӗлӗнчи кӑтарту кӑна-ха. Унта асӑннӑ тӑрӑх, халӑхӑн 59,44 проценчӗ сасӑлава хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑри тӳре-шара, депутатсем суйлав участокне кӑнтӑрлачченех ҫитсе килнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер сасӑлава мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа кайнӑ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев ытти ҫул та суйлава ҫав участока ҫӳренӗ. |
Политика
Агитаци тапхӑрӗнчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем вунӑ регионта уйрӑмах йышлӑ. Кун пирки паян Элла Памфилова пӗлтернӗ. Тӗп суйлав комиссине ҫакӑ йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавна май вӑл ҫирӗп йышӑнусем тума шутлать. Шалӑп ҫыракансене уйрӑмах вырӑнти тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе ытлашши усӑ курни кӑмӑла кайман. Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссине пурӗ 5,5 пин заявленипе ыйтса ҫырни ҫитнӗ, тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе йӗркерен тухса усӑ курнипе ҫыхӑннисем — 471. Элла Памфилова асӑннӑ вунӑ регион хушшинче Чӑваш Ен те пур. Ҫавӑн пек ку тӗлӗшпе Мускав облаҫӗ, Питӗр хули, Ставрополь енӗ, Ленинград, Ростов, Челепи, Кемӗр облаҫӗсем, Мӑкшӑ тата Мари Эл республикисем «палӑрнӑ». Пирӗн республикӑна виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать. Йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем пирки каланӑ май Элла Памфилова ҫапах та Кемӗр тата Ленинград облаҫӗсене кӑна уйрӑммӑн асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Георгий Егоров Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ. Аса илтерер: унччен ку пукана Георгий Егоров йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Владимир Димитриев пурнӑҫланӑ. Халӗ ку должноҫа ҫын суйламашкӑн конкурс пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри хӑш-пӗр тӳре-шара ӗҫсӗр юлассине систереҫҫӗ. Калаҫтаракан ҫак хыпара Александр Белов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ. Унта республикӑн Правительствинче ӗҫсӗр юлма пултаракан министрсен ячӗсене асӑнса кайнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланине ӗненсен, ҫапла тума Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ хупӑ канашлура йышӑннӑ. Ӗҫрен хӑтармаллисен малтанласа ҫирӗплетнӗ списокӗнче ҫаксем имӗш: информполитика министрӗ Александр Иванов, транспорт министрӗ Владимир Иванов, строительство министрӗ Владимир Михайлов, юстици министрӗ Наталья Тимофеева, культура министрӗ Константин Яковлев. Чӑваш Енӗн премьер-министрне Ивана Моторина та ӗҫрен хӑтармалла-мӗн. Ӑна Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне лартма сӗнӗҫ имӗш. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗн мӗнпур ҫумӗсемпе пӗрлех ӗҫрен кайма тивессине асӑннӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев вара Етӗрне суйлав округӗпе ЧР Патшалӑх Канашне суйланать сӑмах тухнӑ-мӗн. Вӑл ҫын пирки Чӑваш Енӗн Правительство пуҫлӑхне ларасси пирки те калаҫаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Пӑрачкаври баннер Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗп хулинчен аякра вырнаҫнӑ муниципалитетсенче пулнӑ. Аса илтерер, хальхи вӑхӑтра районсемпе хуласем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пӑрачкав тата Улатӑр районӗсенче, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче ун пек пухусем иртнӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ ларуччен Михаил Васильевич вырӑнти муниципалитетрах вӗсен ертӳҫисемпе тата сити-менеджерсемпе тӗл пулнӑ, ӗҫлӗ ыйусене сӳтсе явнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав салинче отчетлӑ пуху пуҫланиччен 15 минут маларах ҫеҫ суйлав пирки аса илтерекен баннер вырнаҫтарнӑ. Кун пирки вӗсене хӑйсен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗсем систернӗ имӗш. «Выбираем будущее» (чӑв. Пуласлӑха суйлатпӑр) баннера васканипе-ши реклама щичӗн пӗр енне ҫеҫ ҫакса хунӑ, щитӑн тепӗр енӗ ҫара тӑрса юлнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 13 ҫынна суя майпа ӗҫе вырнаҫтарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗччен Ирина Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компание 13 ҫынна суя майпа ӗҫе илнӗ, шалу тӳленӗ. Лешсем вара упӑшки ертсе пыракан коммерци организацийӗнче вӑй хунӑ. Ҫапла майпа «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компанийӗ 6,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Кунсӑр пуҫне Ирина Клементьева страхлав компанийӗн укҫи-тенкипе упӑшкин фирми валли 480 пин ытла тенкӗлӗх хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Аса илтерер: унччен экс-мэр тӗлӗшпе 8 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн пурлӑхне арестленӗ, хӑй килти арестра ларать. Халӗ пӗтӗм пуҫиле ӗҫе пӗр прозводствӑна пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн улттӑмӗш пухӑмри Патшалӑх Канашне депутат суйлассипе Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗнче сасӑлав иртмелле. Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Николай Малов депутат чӑваш парламентӗнче «халӑх тарҫи» пулма пӑрахнӑччӗ. Тӗрӗссипе, вӑл халь те депутатах-ха, анчах РФ Патшалӑх Думин. Шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн Николай Малов ЧР Патшалӑх Канашӗнчи должноҫӗпе те, депутат мандачӗпе те сывпуллашрӗ. Чӑваш парламентне вӑл Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче хушма суйлав кунне ҫеҫ мар, ӑна хатӗрленсе ирттермелли ӗҫ планне те ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |