Политика
«Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Шӑматкун каҫхине», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» - ҫак юрӑсен авторӗ камне калама та кирлӗ мар. Юрий Кудаков! Ҫак кунсенче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Унӑн кӗввисем «Праски инке хӗр парать», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльсене те илемлетеҫҫӗ. Юрий Кудаков Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче 8 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Юбилей каҫӗ унта иртнӗ. Ентешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ. Композитор Хутар, Ҫӗмӗрле районӗн гимнӗсене хайланӑ. Ытти тӑрӑхсене те ҫырса панӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Лев Ефимова йӑх гимне хайласа панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне 50 ҫула яхӑн паллаҫҫӗ. Хутара композитора саламлама Шупашкартан чылай хӑна килнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халӑх ӳнерҫи Николай Енилин. Вӑл Юрий Кудакова ҫамрӑк чухне пир ҫине ӳкерсе юлнӑшӑн хӗпӗртет. Уяв каҫӗнче пултаруллӑ композитор ҫӗр-ҫӗр ӑшӑ сӑмах илтнӗ. Унӑн юррисене чӑваш халӑхӗ чунран юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ. Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ. Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн ӗҫ укҫине 10 процент чакарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ытти тӳре-шарана та шалӑвне пӗчӗклетме сӗннӗччӗ. Депутатсем Элтепер сӗннине ырласа йышӑннӑ. Кун пирки парламент спикерӗ Валерий Филимонов Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ку улшӑну парламентра ӗҫлесе шалу илекенсене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсен ӗҫ укҫи хӑҫан тата мӗн чухлӗ пӗчӗкленесси пирки сӑмах пулман. Аса илтерер: 2018 ҫултанпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ӗҫ укҫине 10 процент сахалрах илӗҫ. Хушӑва кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Капсулӑна уҫнӑ самант Октябрьти революци пулнӑранӑпа 100 ҫул ҫитнине халалласа паян Шупашкарта Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн манифестацийӗ иртнӗ. Массӑллӑ манифестацие тата митинга Шупашкарти Республика лапамӗнче ирттернӗ. Юбилей программинче савӑнӑҫлӑ пуху, концерт пулнӑ. Пулас ӑру валли ҫур ӗмӗр каялла ҫырса хунӑ капсулӑна та унта паян уҫнӑ. Ӑна пир-авӑр комбинатне кӗмелли вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Капсулӑна уҫнӑ ҫӗре парти ветеранӗсем, Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Аса илтерер, маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Валентин Шурчановпа тӗл пулнине, вӗсем пӗрне пӗри уявпа саламланине, Михаил Игнатьев Шурчанова тав тунине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Октябрьти Аслӑ революци пулнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Валентин Шурчановпа тӗл пулнӑ. Вӗсем пӗрне-пӗри ҫак паллӑ кунпа саламланӑ, Раҫҫей шӑпишӗн пысӑк витӗм кӳнине каланӑ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Михаил Игнатьев 1917 ҫулхи революци XX-мӗш ӗмӗрти чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри пулса тӑнине, вӑл Раҫҫей историйӗн аталанӑвне улӑштарнине, Пӗтӗм тӗнчери пулӑмсене витӗм кӳнине палӑртнӑ. Историне яланах ӑша хывса пурӑнмалла, унӑн урокӗсене пӗлмелле тесе каланӑ. Коммунист-депутатпа Элтепер бюджет политикипе ҫыхӑннӑ пыйтусене хускатнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика интересӗсене федераци шайӗнче хӳтӗленӗшӗн РФ Патшалӑх Думин депутатне тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тата хӑйне пӑхӑнакан тӳре-шаран ӗҫ укҫине пӗчӗклетнӗ. Михаил Васильев ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Документа шӑпах паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент чакать. Кунсӑр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, правительство пайташӗсем пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илме пуҫлӗҫ. Ку улшӑнусем ытти пысӑк тӳре-шарана та пырса тивме пултараҫҫӗ. Документра Чӑваш Енри ытти патшалӑх органӗнче тӑрӑшакансене те шалӑва 10 процент сахалрах тӳлеме сӗннӗ. Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин патшалӑх ертӳҫин ӗҫ укҫине 10 процент чакарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Игнатьев та шалӑва пӗчӗклетес тӗлӗшпе хушу кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулни пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗр пулни пирки вӗсем хӑйсен шухӑшне ҫыру ҫырса Михаил Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне Алексей Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республики тӑрӑхӗнчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина пӗлтернӗ (ҫыру копийӗ пирӗн редакцире пур). Хӑйсен ҫырӑвӗнче хастарсем чӳкӗн 4-мӗшӗнче халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлани пирки аса илтернӗ. Вырӑс маршӗ вара ку пӗрлӗхе пӑсать имӗш, хирӗҫӳ ҫуратать. «Эпир яланах пур наци пӗртанлӑхӗпе ҫураҫулӑхӗшӗн тӑнӑ, кашни нацине тивӗҫлӗ хисепӗмӗрпе йышӑннӑ, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ те Чӑваш Патшалӑхӗн, чӑваш нацин шехерӗнче (тӗп хулинче) ҫӳлерех палӑртнӑ чӗнӳсемпе импери ялавӗсен, мыскараллӑ тӑхӑнса та кӑшкӑрашса ҫӳрекенсен кунӗ нихӑҫан та пулмӗ!» — хӑйсен шухӑшне хастарсем ҫырура ҫапла татӑклӑн пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паянтанпа Ҫӗмӗрле хулине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Пачах ҫӗнӗ тени те пӗр енчен тӗрӗсех мар-ха. Сити-менеджер тилхепине тыттарнӑ ҫын унччен те район администрацийӗнче тӑрӑшнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма халӗ шаннӑ Алексей Григорьев унчченхи сити-менеджер Александр Зиновьев ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер, хула администрацийӗн сайтӗнче ун чухне А. Зиновьевӑн контракчӗ тухнине хыпарланӑччӗ. Алексей Григорьев ҫӗнӗ должноҫе паянтанпа йышӑннӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑчӗ хальхи созыври хулари Депутатсен пухӑвӗн вӑхӑчӗ тухиччен пырӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвне республикӑн вице-премьерӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш созыври 13-мӗш сессийӗ иртнӗ. Виҫӗ сехете яхӑн ӗҫленӗ вӑхӑтра 10 ытла ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, партин чӑваш парламентӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Игорь Моляков депутат сессире хӑйне епле тытнине те тишкернӗ. Тухса калаҫнӑ чухне сессисенчен пӗринче депутат асӑрханусӑртарах каланине кӳренсе йышӑнакансем пулнӑ иккен. Ҫавӑншӑн депутата пӗр сессире сӑмах памасӑр хӑварас тенӗ. Анчах либерал-демократ тата коммунист депутатсем асӑрхаттарнипех ҫырлахма сӗннӗ. Халӑх тарҫи теме хӑнӑхнӑ ытти депутат та ҫапла каланипе килӗшнӗ. Игорь Молякова ҫапла вара сӑмахсӑрах хӑварман, асӑрхаттарнипе ҫырлахнӑ. Депутат хӑй те, сӑмах май, кӳреннӗ пулсан каҫару ыйтнине пӗлтернӗ. |
Политика
Григорий Данилов депутат Паян Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн вунвиҫҫӗмӗш черетлӗ сессийӗ иртрӗ. Унта депутатсем яланхиллех чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ. Хӑш-пӗр саккуна улшӑну кӗртрӗҫ, хӑшӗсене ҫӗнетрӗҫ. Сессие итленисенчен камӑн асӗнче мӗн юлӗ те, анчах ҫак йӗркесен авторӗ Григорий Данилов депутат тухса калаҫнисенчен пӗринче чӑвашла пуплерӗ. Ӑнланманнисене вӑл куҫарса парассине йӗркелеме ыйтрӗ. Ку ыйтӑва парламент тивӗҫтерчӗ, пурне те куҫармалли аппаратсем йӑпӑр-япӑр валеҫсе пачӗҫ. Чӑн та, Чӑваш Енре икӗ чӗлхе пулнине шута илсе депутатсем те икӗ чӗлхепе калаҫма пултараҫҫӗ. Коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов Чӑваш Енри пенсионерсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене палӑртнӑ чух «халӑх тарҫи» хӑй шухӑшне чӑвашла палӑртрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |