Политика
![]() Чӑваш Енре РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче суйлавҫӑсем пулӗҫ. Вӗсене ун валли ятарласа вӗрентӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Алексей Судленков ирттернӗ пресс-конференцире каланӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Ирина Клементьева журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 15 организаци хӑйсен пайташӗсене сӑнавҫӑсем тӑвасшӑн. Вӗсем ҫак енӗпе ЧР Общество палатипе килӗшӳ тунӑ. Ҫак кунсенче коммерцилле мар тепӗр 10 организаци суйлавҫӑсене вӗрентсе кӑларас кӑмӑллине палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков сӑнавҫӑсене маларах уйрӑм кандидатсем, политика партийӗсем палӑртнине, халӗ вара вӗсене РФ тата регионсенчи Общество палатисем те хатӗрлеме пултарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Боголюбов — сылтӑмри Паянтанпа Улатӑр хула администрацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Тунтикун, кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, иртнӗ хулари Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче Юрий Боголюбов тухтӑра хулан сити-менеджерне лартнӑ. Конкурса малтанласа виҫӗ ҫын хутшӑнни паллӑ. Вырӑнти хула администрацийӗнче кашнинпе уйрӑм калаҫнине ӗнентереҫҫӗ. Юрий Боголюбов маларах Улатӑр район пульницин тӗп тухтӑрӗнче ӗҫленӗ, хулари Депутатсен пухӑвӗн депутатне суйланнӑ (тунтикунтан вӑл депутат пулма пӑрахнӑ). Аса илтерер, Улатӑр хулинче раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ Депутатсен пухӑвӗнче вырӑнти «халӑх тарҫисем» хулан сити-менеджерӗ Александр Герасимов хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑччӗ. Унтанпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Назарова пурнӑҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулинче депутатсене халӑхпа курнӑҫмалли вырӑна палӑртнӑ. Ыйтӑва ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Йышӑну проектӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен халӑхпа курнӑҫмалли ятарлӑ вырӑнӗсене палӑртнӑ. Проектра депутатсем «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацин архивӗн ҫурчӗ (вӑл Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 12-мӗш а ҫуртра вырнаҫнӑ) умӗнче тата асӑннӑ культура учрежденийӗн 55 ҫынлӑх кинозалӗнче курнӑҫма юранине асӑннӑ. Зала тӳлевсӗр парӗҫ. Анчах малтанласа ятарлӑ ирӗк илмелле. Йышӑну проектӗнче ҫав йӗркене те пӑхса хӑварнӑ. Ытти районпа хулан, муниципалитетсен те кун пек вырӑнсене палӑртма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пресс-конференци ирттернӗ. Президент суйлавӗн хальхи кампанийӗнче журналистсене вӑл пуҫласа пухнӑ. Суйлав умӗнхи кампани лӑпкӑн иртес шанчӑк тӳрре килменнине палӑртнӑ вӑл. Пресс-конференци пирки ҫырнӑ статьяра Александр Белов журналист Мускава ҫӑхавсем ҫитнине асӑнса хӑварнӑ. Шалӑпсенче йӗркене пӑсни тата администраци ресурсӗпе усӑ курни пирки евитлеҫҫӗ имӗш. Кӑҫалхи суйлав кампанийӗнче ялан ӗҫлекен 1162 суйлав комиссийӗ пулӗ, унсӑр пуҫне следстви изоляторӗсенче — иккӗ, пысӑк стационарсенче — 13. 1000 ҫынтан ытларах суйлавҫӑллӑ участоксенче (ун пеккисем Чӑваш Енре 349) тӗнче тетелне тухакан видесӑнав йӗркелӗҫ. Ҫакна журналистсене Александр Цветков пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Метелкин. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енре ҫине-ҫинех темиҫе тӳрене ӗҫрен кӑларчӗҫ. Паян та республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кадрпа ҫыхӑннӑ хушу алӑ пуснӑ. Хальхинче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн халӑх хӑрушсӑрлӑхӗпе тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Метелкина ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑвне патшалӑх влаҫӗн официаллӑ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Тӳрене нимсӗр хӑварман — паянах, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Михаил Васильевич Алексей Метелкина патшалӑх ӗҫне питӗ тӗплӗн тата чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн Хисеп хучӗпе чыслама хушу кӑларнӑ. Каласа хӑвармалла, Алексей Метелкин ку должноҫе 2015 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн Тӗрӗслев управленине Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ туса хурсан йышӑннӑ. Унта пыриччен вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Республикӑра каллех кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Хальхинче Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумне Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Владимир Кузюков ку должноҫре 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен вара ӗҫлерӗ. «Ҫыхӑнура» тетел пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Кузюков министерствӑри ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗртен-пӗр специалист пулнӑ. Вӑл — биолог-охотовед. Кироври ял хуҫалӑх институтӗнче биолога вӗреннӗ. Нумай ҫул охотоведра вӑй хунӑ. 2010 ҫулта ӑна Патшалӑх сунар службин ертӳҫине лартнӑ. 2015 ҫулта ку ведомствӑна вуҫех пӗтерсен Владимир Кузюков экологи министрӗн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ксения Собчакӑн Чӑваш Енри штабӗ ӑна Раҫҫей президент суйлавне хутшӑнма кирлӗ алӑ пуснисене пухассин планне вӑхӑт пӗтиччен пурнӑҫланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Чӑваш Енри штаб координаторӗ Дарья Комарова пӗлтернӗ. — Кӑрлачӑн 17-мӗш тӗлне эпир 2500 ҫеҫ кирлӗ пулин те пурӗ 2680 алӑ пусни пухрӑмӑр, — тенӗ Комарова. Собчакпа тата ытти пулас кандидатсемпе ҫыхӑннӑ телесюжетсене федераллӑ телеканалсем ҫеҫ мар кӑтартаҫҫӗ, вырӑнти ЧПТРК та. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ телесюжетра паллӑ телеертӳҫӗн штабӗнчен Шупашкартипе федералли хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартнӑ. Видеокадрсенче ҫавӑн пекех вырӑнти хастарҫӑсем пулнӑ, алӑ пуснисене пухасси мӗнле пынине сӑнлакан стенд. Цифрӑсене ӗненсен чи сахалтан кирлӗ алӑ пуснисен шутне пухакансем кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех пухайнӑ. Корреспондент каланӑ тӑрӑх Шупашкарти хастарҫӑсем малалла Ксения Собчакӑн Мари Элти штабне пулӑшӗҫ. Ксения Собчакӑн Шупашкарти штабӗ Калинин урамӗнчи 109 ҫуртӑн 1-мӗш хуралтинче вырнаҫнӑ. «Шупашкар трикотажӗ» хапрӑкпа тата 2-мӗш полици уйрӑмӗпе юнашар. Кунта ӗҫлӗ лару-тӑру-хуҫаланать. Урамра иртсе каякан суйлавҫӑсемпе ӗҫлеме кунта куҫса ҫӳрекен юрта пур — вӑл ӗҫри реквизит. |
Политика
![]() Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗнче тӑрӑшнӑ Юрий Исаев ӗнертенпе ку пукана йышӑнмасть. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ 11-мӗш номерлӗ хушупа килӗшӳллӗн Юрий Николаевича республика Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑ. Пӗчӗк кӑна специалист мар. Администраци Ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ ӑна. Юрий Исаев вӗренӳ министрӗн пуканне 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл ултӑ ҫул Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институтне ертсе пынӑ. Чӗлхеҫӗ-ӑсчах урӑх ӗҫе куҫнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама ӗнерех министрӑн пӗрремӗш ҫумне Сергей Кудряшова шаннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ алӑ пуснине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Савин. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушу алӑ пуснӑ. Ҫакӑн ҫинчен паян «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Манӑн хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствине пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗн ректорне должноҫран мӗнле сӑлтава пула хӑтарнине ҫӳлерех асӑннӑ документра палӑртман. Ҫавӑн пекех каласа хӑварар, Сергей Савин ку должноҫра икӗ ҫултан кӑшт кӑна ытларах ӗҫлерӗ. Ректор пуканне вӑл 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Унччен маларах Психологипе педагогика реабилитацийӗн тата коррекцийӗн центрӗнче вӑй хунӑччӗ, Кӳкеҫри ятарлӑ интернат шкул директорӗнче тимленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ, ӑна республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сергей Яхатин маларах Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл право хӳтлӗхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ӗҫлӗ коммуникацисен СИБИС сечӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, маларах ҫав ятлӑ ҫын уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшни курӑнать. Анчах хӑй ирӗкӗпе ку тивӗҫе пӑрахнӑ иккен. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Александрович Яхатин усламҫӑ бизнеса пулӑшу кӳрессипе тимленӗ. ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ведомствинчи министр ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Алексей Тимофеева ӗҫрен хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |