Политика
![]() Паян кӳршӗри Тутарстанра чӗлхесене вӗрентессине пӑхса тухнӑ. Унта Тутарстан прокурорӗ Илдус Нафиков та тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хӑйне пӑхӑнакан ведомство республикӑри вӗренӳ системинче тунӑ тӗрӗслевсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Пурӗ 3856 нарушени тупнӑ, йӗркене пӑсман пӗр вӗренӳ учреждени те юлман. Малашне тутар чӗлхине республикӑра хӑйсен ирӗкӗпе ҫеҫ вӗренме май пуррине ҫирӗплетнӗ вӑл. Тутарстанӑн Патшалӑх канашӗ республикӑра тутар чӗлхине вӗрентмелли постановленине те йышӑннӑ. Уншӑн пур депутат та пӗр саслӑн сасӑланӑ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн Тутарстанра патшалӑх чӗлхине вӗрентме ирӗк пур, анчах куншӑн ашшӗ-амӑшӗсен ытларахӑшӗ йышӑнмалла. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть Михаил Бабич патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк парасси пирки каланӑччӗ. Анчах пурне те вӗрентесси е хӑйсен ирӗкӗпе-и — паллӑ марччӗ. Чӑннипе вара иккӗмӗш варианчӗ пурнӑҫа кӗни палӑрчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Виталий Станьял «Idel.Реалии» сайтра Виталий Станьял ертсе пыракан Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗренттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗршыв ертӳҫисен ячӗпе шӑрҫаланипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Унта Чӑваш халӑх сайтӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сӑмахӗсене те илсе кӑтартнӑ: «Нумаях пулмасть эп ЧР пуҫлӑхӗн сайтӗнче Кураковпа Игнатьев тӗл пулнине ҫирӗплетекен видеона куртӑм. Хӑрушӑ! Кураков ӗмӗрӗ тӑршшӗпех политика ... (сӑмахӗ илемлӗ мар та, кунта ҫырмӑпӑр. — Авт.) пулнӑ. Кун пирки пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та Кураков КУ ӖҪРЕ халь хӑйӗнчен те иртсе кайрӗ. Халь, пур чӑвашӑн та Тӑван Чӗлхемӗре хӳтӗлемелле чухне, вӑл, намӑссӑр, Станьяла питлет, «тӑрӑ шыв» ҫине кӑларать. Паянтан пуҫласа маншӑн Кураков текен чӑваш ҫук! Кун пирки эп ӑна тин кӑна шӑнкӑравласа каларӑм. Станьялпа та нумаях пулмасть калаҫса илтӗмӗр. Чыс та мухтав вилӗмсӗр Виталий Станьяла!», — тесе поэт сайтӑн хурал кӗтесӗнче каланине «Idel.Реалии» ӳкерчӗк евӗр илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче патшалӑх учрежденийӗсен, миравай судяьсен тата ыттисен ӗҫ фончӗн тӳлевне улшӑнусем кӗртнине пичетленӗ. Документа ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрах, ЧР Патшалӑх Канашӗн ӗҫ фончӗн тӳлевӗ 1137800 тенкӗ ӳсет, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн – 1579700 тенкӗ, ЧР Юстици министерствин – 715500 тенкӗ, миравай судьясен аппарачӗн – 1000700 тенкӗ, ЧР Финанс министерствин – 817800 тенкӗ, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин – 631600 тенкӗ, ЧР Экономика министерствин – 604100 тенкӗ, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин – 565100 тенкӗ, ЧР Спорт министерствин – 516300 тенкӗ. Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн тата унӑн аппарачӗн ӗҫ фончӗн тӳлевӗ 1039500 тенкӗ чакать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Бадаева. Cap.ru порталти сӑн укерчӗк Паян иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗ хыснана ҫитес ҫул тата 2019-2020-мӗш ҫулсем валли йышӑнассипе ҫыхӑннӑччӗ. Укҫа-тенкӗ яланах тавлаштарать, вӑрҫтарать. Паянхи сессире депутатсем бюджет проектне хӗрсех сӳтсе яврӗҫ. Пӗрисем хыснана ырларӗҫ пулсан, теприсем хурларӗҫ. Унтан та ытларах: пӗрне-пӗри ӳпкелени те сисӗнчӗ. Елена Бадаева депутат хӑш-пӗр парламентарие ятран асӑнса тухрӗ. Кунта вӑл Игорь Молякова, Сергей Семенова, Григорий Данилова хытах ӳпкелерӗ. «Пирӗн предприяти 137 миллион тенкӗ налук тӳлерӗ», – тенӗ май вӑл маларах хӑй асӑннӑ депутатсене пӗчӗк цех та пулин уҫма сӗнчӗ. Александр Андреев ячӗ те пулчӗ унта, анчах вӑл ӳлӗмрен ферма уҫасси пирки иккӗленменнине палӑртрӗ. |
Политика
![]() Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ӗнер хыпарланӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна хӑй вӑхӑтӗнче парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Моляеова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе асӑннӑ партин тепӗр пайташне пукан панӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ. Парламентари шухӑшӗпе маларах тӳресем килӗшнӗччӗ. Халӗ, ав, Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин хӑварнӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗменнине кура енсем аппеляци ҫӑхавӗ пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ республика Элтеперӗпе ирттерекен «Приложение силы» (чӑв. Вӑй парса) кӑларӑма чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Ютуб» видеохостингра онлайн трансляци ирттерсе куракан патне ҫитерӗҫ. Трансляци пулассине пӗлтернине комментариленисене, эфир пынӑ вӑхӑтра ҫырнисене те онлайн мелпе кӑтартнӑ чух сӳтсе явма палӑртнӑ. Элтеперпе онлайн трансляци ирттерессине телерадиокомпани Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Эфирта республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн оппопенчӗсем шырав тата нимеҫӗ (волонтер) юхӑмӗсен хастарӗсем, ҫамрӑк усламҫӑсем тата патшалӑх служащийӗсем пулӗҫ. «Приложение силы» кӑларӑм «Ютуб» видехостингра онлайн трансляци мелӗпе миҫе сехетре эфира тухассине телеканал каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Моляков депутат Иртнӗ эрнере, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ вун тӑваттӑмӗш сессийӗ ӗҫленине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ун чухне хыснана улшӑну кӗртнипе пӗрлех пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ. Ҫавсенчен чи пӗлтерӗшли — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине, чӑваш парламентӗнчи ҫак партин фракцийӗн ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ должноҫе лартни. Аса илтерер, парламентри тӳлевлӗ пуканшӑн депутат ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созывне суйланнӑранпах тапаҫланчӗ. Парламентри кирек епле партин пайташӗсене те ӗҫ укҫиллӗ должноҫ памаллине кура пӑтӑрмахлӑ ыйтупа суда та ҫитнӗччӗ. Иртнӗ эрнере тавлашу тинех татӑлчӗ: Игорь Молякова экономика тата агропромышленность комитечӗн ертӳҫин ҫумне лартма йышӑнчӗҫ. |
Политика
![]() «Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Шӑматкун каҫхине», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» - ҫак юрӑсен авторӗ камне калама та кирлӗ мар. Юрий Кудаков! Ҫак кунсенче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Унӑн кӗввисем «Праски инке хӗр парать», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльсене те илемлетеҫҫӗ. Юрий Кудаков Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче 8 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Юбилей каҫӗ унта иртнӗ. Ентешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ. Композитор Хутар, Ҫӗмӗрле районӗн гимнӗсене хайланӑ. Ытти тӑрӑхсене те ҫырса панӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Лев Ефимова йӑх гимне хайласа панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне 50 ҫула яхӑн паллаҫҫӗ. Хутара композитора саламлама Шупашкартан чылай хӑна килнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халӑх ӳнерҫи Николай Енилин. Вӑл Юрий Кудакова ҫамрӑк чухне пир ҫине ӳкерсе юлнӑшӑн хӗпӗртет. Уяв каҫӗнче пултаруллӑ композитор ҫӗр-ҫӗр ӑшӑ сӑмах илтнӗ. Унӑн юррисене чӑваш халӑхӗ чунран юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ. Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ. Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн ӗҫ укҫине 10 процент чакарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ытти тӳре-шарана та шалӑвне пӗчӗклетме сӗннӗччӗ. Депутатсем Элтепер сӗннине ырласа йышӑннӑ. Кун пирки парламент спикерӗ Валерий Филимонов Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ку улшӑну парламентра ӗҫлесе шалу илекенсене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсен ӗҫ укҫи хӑҫан тата мӗн чухлӗ пӗчӗкленесси пирки сӑмах пулман. Аса илтерер: 2018 ҫултанпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ӗҫ укҫине 10 процент сахалрах илӗҫ. Хушӑва кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |