Политика
Пикета тухнӑ арҫын Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ пиллӗкмӗш сессийӗ иртрӗ. Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр арҫын плакатпа кӗтсе тӑнӑ. Ҫул кӑтартас тӗллевпе мар. Арҫын: «Хочу быть уполномоченным по правам родственников Игнатьева» (чӑв. Игнатьев тӑванӗсен прави енӗпе уполномоченнӑй пулас килет)», — тесе ҫырнӑ хутпа саркаланнӑ. Александр Белов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, полицейскисем акци тӗллевӗпе кӑсӑкланнӑ. Юрий Сидоров ятлӑ оппозиционер влаҫа тӑвансем йышӑннине хирӗҫҫине депутатсене кӑтартас шухӑшлӑ пулнӑ имӗш. Маларах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана, сӗнни тӗлӗнтернине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 43 ҫулти Михаил Анисимов. Ку должноҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнпе пушӑ пулнӑ. Малашне ку пукана Михаил Владимирович йышӑнӗ. Вӑл 1995 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна пӗтернӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Михаил Анисимов информаци технологийӗсен тытӑмӗнче чылай ӗҫленӗ. Малтан вӑл математикӑпа ИВТ предмечӗсене шкулта вӗрентнӗ. Кайран педагогика университетӗнче информаци центрне ертсе пынӑ. Республикӑри дистанци мелӗпе вӗренмелли центра 7 ҫул ертсе пынӑ, ЧР Вӗренӳ институчӗн проректорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Елена Сапаркина Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче республикӑри ача-пӑчан омбудсменне кама шанассине сӳтсе явнӑ. Ку пукана «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана (министр ҫумне 2015 ҫулхи раштавра лариччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ) сӗннӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» — учительте 20 ҫул ӗҫленӗ Сергей Беккера. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна шанни тӗлӗнтернӗ. Игорь Моляков Александр Белов журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Сапаркина Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн арӑмӗн тӑванӗ имӗш. Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен парламентне депутата суйланиччен ачасен хӳтӗлевҫи пулнӑ Вячеслав Рафинов та педагог марччӗ, вӑл тухтӑрччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Михаил Игнатьевпа Юрий Акиньшин Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ. Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать. Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Транспорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ӗнер ку пукансӑр юлчӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пур. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламан. Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Алексей Тимофеева шаннине ҫирӗплетекен йышӑну тунӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ. Алексей Вячеславович ведомствӑра министр ҫумӗ пулни паллӑ. Ҫапла вара ӑна министр тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Евгений Барсуков Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмӗҫ. Генерал-майор ертсе пыракан учреждение Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкунхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи канашлура, хытах ӳпкеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Асӑннӑ предприятие наркотӗрӗслеври чылай ҫын куҫни, вӗсем вара ҫул-йӗр отраслӗнче профессионалсем маррине те Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑччӗ. Ҫул-йӗр отраслӗшӗн ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова та сӑмах лекнӗ. Ӗнертенпе вӑл министр портфелӗсӗр юлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Олег Николаевпа (сулахайри) Анатолий Аксаков Чӑваш Енӗн ертӳҫине вӑхӑт ҫитичченех суйлас пулсан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Олег Николаевӑн (вӑл та «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) кандидатурине тӑратма хатӗр. Ҫакна партин лидерӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков палӑртнӑ. Шухӑша вӑл партин регионти уйрӑмӗн канашӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫине суйлав вӑхӑчӗ ҫитичченех палӑртас пулсан регион ертӳҫин посчӗ валли Олег Николаев тӗп кандидат тенӗ Аксаков. Кӗтмен хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист паян ирпе хыпарланӑ. Парти штабӗнче журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кадр ылмашӗвӗсем пулса иртнине ларура сӑмах май кӑна асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш Ен те Ҫӗр планета ҫинчех вырнаҫнӑ, апла кунта та тем пуласси пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Мансур Калмыков Республикӑра пысӑк пукан вырӑн йышӑннӑ хӑш-пӗр тӳре-шаран ӗҫ эрни тилхепене вӗҫертме тивнинчен пуҫланнӑ. Маларах эпир ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова Михаил Игнатьев Элтепер должноҫрен хӑтарнине пӗлтертӗмӗр. Паян тунӑ тепӗр йышӑну республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пырса тивет. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Мансур Калмыкова ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Михаил Резниковпа ҫыхӑннӑ Хушу хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ. Ведомствӑра Мансур Калмыков пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе тӑрӑшрӗ. Унччен Мансур Минивелиевич Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче — ял хуҫалӑх, экологи,экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тимленӗччӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Михаил Резников Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ку пукансӑр юлнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер Хушӑва паян ирпе алӑ пуснӑ. Ҫул-йӗрпе отраслӗнчи лару-тӑрӑва нарӑсӑн 4-мӗшенче хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине ертсе пынӑ Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. «Чӑвашупрдорта» профессионалсен тухӑҫлӑ команди ӗҫлемелле», — асӑрхаттарнӑччӗ Элтепер республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Алена Аршинова хутшӑннӑ канашлу Йышӑнакан саккунсене ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова. «Фейсбукра» вӑл республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе, чӑваш парламенчӗн депутачӗсемпе иртнӗ канашлура тухса калаҫнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк та хастар депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, саккун йышӑнма парламентарисен кӑна мар, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те, Депутатсен районти пухӑвӗсен ертӳҫисен те сӗнмелле. 2016 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ 300 ытла саккун йышӑннӑ, ҫав шутран улттӑшне ҫеҫ муниципалитетсенчи Депутатсен пухӑвӗсем пуҫарнӑ. Алена Аршинова кирек епле саккун проектне те, йышӑнӑва та ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать. «Халӑхӑн ыйтусем пулсан ытларах тӗл пулмалла, сӳтсе явмалла», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |