Политика
Игорь Моляковпа Николай Малов Паян Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн вуннӑмӗш, черетсӗр, сессийӗ ӗҫленӗ. Черетсӗр сессире пӑхса тухма палӑртнӑ ыйтусем йышлах мар пулин те ӑна итленисем кӑсӑклӑ самантсем пулнине палӑртаҫҫӗ. Кӑсӑкли, тӗпрен илсен, оппозици партийӗсем шутланаканнисемпе ертсе пыракан парти пайташӗсемпе сиксе тухать. Хальхинче те ун пек самант пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Малов депутат РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулассине темиҫе хут та хыпарларӗ. Марат Сафин заявлени ҫырнӑ хыҫҫӑн та, кайран Тӗп суйлав комиссийӗнче тивӗҫлӗ йышӑну тусан та. Паян чӑваш парламентӗнче Николай Малов хӑйне ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Валерий Филимонов спикер Николай Маловӑн ырӑ енӗсене палӑртнӑ май унра шӳт туйӑмӗ пуррине те асӑннӑ. Ҫак саманта астуса юлнӑ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков Николай Маловран РФ Патшалӑх Думинче мӗнрен кулассипе кӑсӑкланнӑ. «Чи малтанах — хамран», — ҫухалса кайман Николай Малов политик. |
Политика
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ку сӗнӳ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этикин комитетне килнӗ. Ку пуҫару — Елчӗк районӗн депутачӗн. Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра РФ Президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьева Хисеп орденӗпе чысланӑ. Ӑна вӑл ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Николай Малов Ыран Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Унта чӑваш парламенчӗн Ертӳҫин ҫумӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн заявленине пӑхса тухмалла. Вӑл хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ. Аса илтерер, Николай Малова РФ Патшалӑх Думинче депутат мандатне панӑ. Иртнӗ эрнере 89-мӗш номерлӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ. Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа суйланнӑ Марат Сафин теннисист маларах хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне ун чухнех лекнӗ, Малов — ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Юстици министерствинче улшӑну пулнӑ. Малашне унта Ирина Семенова ӗҫлемӗ. Ку хушӑва Чӑваш Республикин премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ирина Семенова ведомствӑра 2001 ҫултанпах ӗҫленӗ. 2011 ҫултанпа вӑл министр ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Аса илтерер: халӗ ЧР Юстици министерствине Наталья Тимофеева ертсе пырать. Вӑл халӗ виҫӗ ҫумпа тӑрса юлнӑ: Алексей Вязов, Ольга Казарина, Наталия Яхатина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Николай Малов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарьне РФ Патшалӑх Думинчи депутат мандатне панӑ. Ӗнер 89-мӗш номерлӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑ. Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа суйланнӑ Марат Сафин теннисист маларах хӑйне депутат мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнӑччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне ун чухнех лекнӗ, Малов — ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Алексей Белов Ӗнер эпир Ирина Клементьевӑна мэр пуканне пушатма ыйтни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян вара тепӗр ҫемҫе вырӑн пушаннӑ — Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине текех Алексей Белов ертсе пымӗ. Кун пирки хушӑва официаллӑ влаҫ порталӗнче пичетленӗ. Алексей Белов ҫак вырӑна ҫулталӑк каялла йышӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушӑвӗ тӑрӑх Алексей Беловпа контракта малалла тӑсман пулса тухать. Алексей Белов 1972 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Культура министрӗн ҫумӗ, «Грани» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх пушаннӑ вырӑна Оксана Ачкасова йышӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Тихонов Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Александр Тихонова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, вӑл хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырнӑ. Александр Тихонов район администрацийӗн пуҫлӑхне лариччен ҫав тытӑмрах ӗҫленӗччӗ, вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑччӗ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗн пуканне ӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Анчах вӑл вырӑнта ӑна чылай вӑхӑт ӗҫлеме май килмен. Лару-тӑрӑва пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ӑна республика ертӳҫисем критикленӗ. Александр Тихоновӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявленине пӑхса тухнӑ чух вырӑнтисем экс-пуҫлӑх ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кандидатурине пӑхса тухмалли комиссие республикӑра ӗнер, районта ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ прокурорне ҫирӗплетнӗ. Владимир Владимирович хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, вӑл тепӗр кунхине пичетленнӗ. Малашне Чӑваш Ен прокурорӗн тивӗҫӗсене кам пурнӑҫлӗ-ха? Василий Пословские 5 ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Вӑл пирӗн пата Адыгейӑран килнӗ. Унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пӗр саслӑн ырланӑ. Василий Пословский унччен Тула облаҫӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку должноҫре 9 ҫул ӗҫленӗ. Прокуратура тытӑмӗнче вӑл пӗтӗмпе 30 ытла ҫул вӑй хунӑ. Аса илтерер: унччен ку должноҫре Сергей Легостаев ӗҫленӗ, ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Николай Малов халӗ те депутат-ха: вӑл — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ кӑна мар, чӑваш парламентӗнче ертӳҫӗн ҫумӗ те. Николай Малов вице-спикерӑн РФ Патшалӑх Думине лекес шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ. Ӗҫӗ-пуҫӗ вара ҫапларах: РФ Патшалӑх Думи Марат Сафин ыйтӑвне пӑхса тухнӑ май теннисиста депутат мандатӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара ку ваканси тепӗр ҫын валли пушаннӑ. Иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Халӗ вара Александр Белов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗ Николай Малова вакансие пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлӑ. Асӑннӑ икӗ пӗлтерӳрен Шупашкар хула администрацийӗ кивҫене пайталлӑрах условипе илме тӗллев лартнине Андрей Иванов журналист асӑрханӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерӗве ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ, Шупашкар хула администрацийӗ — ҫӗртмен 13-мӗшӗнче. Аукцион расналӑхӗ — кивҫен укҫашӑн мӗн чухлӗ процент тӳлеме хатӗр пулни. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |