Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Александр Иванов ӑҫта ӗҫлессине тӗшмӗртеҫҫӗ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 28.10.2018 17:26 | 988 хут пӑхнӑ
Политика
Александр Иванов
Александр Иванов

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче ӗҫленӗ, унччен республикӑн информаци политикине ертсе пынӑ Александр Иванов ҫывӑх вӑхӑтра епле пукан йышӑнасси паллӑ. Ҫакӑн пирки пурне те пӗлсе тӑракан республикӑри паллӑ журналист Александр Белов пӗлтернӗ.

Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Александр Иванов Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Издательство пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Валерий Комиссаров унти тилхепене вӗҫертӗ ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн ертӳҫинче те ӗҫлеме пӑрахӗ имӗш.

Издательство пуҫлӑхӗнче вӑл 2005 ҫултанпа тӑрӑшать. Учреждени, ҫак йӗркесен авторӗ асӑрханӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче тӗрлӗ регионти тата чикӗ леш енчи куравсене те час-часах тухса кӗрет, унта Валерий Комиссарова та курма пулать.

#тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #кӗнеке издательстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Министра «Мегафонти» опыт пулӑшать
2018, 10, 24
Спикер пуканне кам йышӑнӗ?
2018, 10, 24
Вӗренӳ министрне ӗҫрен кӑларнӑ
2018, 10, 24
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн виҫҫӗмӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ
2018, 10, 25
Министр тилхепесӗр юлнӑ
2018, 10, 28

Комментари:

Базиль Кириллов // 3126.54.5767
2018-10-31 22:05
Ҫак автор вӑйсӑр та айван, тӗрлӗ сайтсем тӑрӑх чупса хыпар пуҫтананҫи пулать. Вӗсене вулама намӑс.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org