Чӑваш Енӗн строительство тата транспорт министрӗ Владимир Иванов «Мегафон» компанийӗнче 15 ҫул каялла ӗҫленине аса илнӗ.
Министр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл 15 ҫул каялла коммерци директорӗнче тимлеме тытӑннӑ.
Ҫав пукана вӑл ертсе пырас опыта федерацин пысӑк компанийӗнче пухас тӗллевпе кӳлӗннӗ. Коммерци директорӗн пуканне йышӑнас текенсем уҫҫӑн тура 35-ӗн пухӑннӑ. «Мана ӗҫе илнӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре 5-6 ҫын ҫеҫчӗ — Чӑваш Енри офис директорӗ Александр Свечников, тӗп йӗркелӳҫӗ Александр Родионов (вӑл кайран Чӑваш Енри МТСа чылай ҫул ертсе пычӗ), техника директорӗ Анатолий Жижко, айти Николай....., сете планлакан Саша Алякин пулнӑ», — аса илнӗ министр 15 ҫул каяллахине. Компани ӗҫченӗсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтнӑ, клиентсене вара хӑвӑрт пулӑшма тӑрӑшнӑ
2004 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне, 10 уйӑхра, республикӑра вӑйлӑ сеть йӗркеленӗ, 130 дилер центрӗ уҫнӑ. Коммерци директорӗнче ӗҫленӗ пирвайхи кунне 5 пин абонент «Мегафон» компани пулӑшӑвӗпе усӑ курма пуҫланӑ.
«Мегафонти опыт халӗ мана Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине ертсе пыма пулӑшать», — тесе ҫырнӑ министр.