Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Аса илтерер, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ Максим Вениаминович Иванова ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче должноҫсӑр /news/19785.html|хӑварнӑччӗ__. Ҫав кун харӑсах икӗ министрӑн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ Валерий Ивановӑн та ун чух пукана пушатма тивнӗччӗ.
ЧР Стройминӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулма халӗ Владимир Максимова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен те Стротельство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ. Маларах вӑл министр ҫумӗ пулса тар тӑкнӑ.